MENU
Главная » 2018 » Апрель » 25 » Оперӑпа балет театрĕнче – пысӑк уяв.
16:10
Оперӑпа балет театрĕнче – пысӑк уяв.

     Апрелĕн 25-мĕшĕнче оперӑпа балет театрĕнче чӑваш чĕлхин кунне тата И.Я.Яковлевӑн 170 çулхи юбилейне савӑнӑçлӑ лару-тӑрура паллӑ тума, Раççей шайĕнчи 20 регионĕнчен 200 ытла хӑна тата чӑваш Республикинчи кашни районтан çĕршер çын   пуçтарӑнчĕ.

     Çавӑн пекех Чӑваш Республикин пуçлӑхĕ - Михаил Игнатьев, Чӑваш Республикин Госсовет председателĕ - Валерий Филимонов, Раççей Федерацийĕн Госдума депутачĕ - Леонид Черкесов, Чӑваш Республикин культура министрĕ - Константин Яковлев, Чӑваш наци конгресĕн президенчĕ, Чӑваш Республикин депутачĕ - Николай Угаслов, Чӑваш Республикин халӑхсен Ассамблейĕн председателĕ - Лев Кураков тата ытти чĕннĕ хӑнасем пулчĕç. 

      Чӑваш Республикин пуçлӑхĕ Михаил Игнатьев, чаплӑ уява пухӑннисене чӑваш чĕлхин кунĕ ячĕпе тата чӑваш халӑхне çутта кӑларакан, хальхи çырулӑха никĕслекен Иван Яковлев патриархĕ пирки чылай ырӑ сӑмахсем каласа, уяв ячĕпе ӑшшӑн саламларĕ. Ытти чĕннĕ хӑнасем те чунтан тухакан ӑшӑ сӑмахсемпе чӑваш кунĕ ячĕпе тата Иван Яковлева сума суса ӑшӑ сӑмахсемпе аса илчĕç.

       Паллах, чи савӑнмалли, тĕлĕнмелли аслӑ сцена çинче пулса иртрĕ. Чӑваш чĕлхи тата Иван Яковлев кунне халалласа сӑвӑ,ташӑ-юрӑ урлӑ халӑх патне çитерме тӑрӑшрĕç артистсем. Чуна кĕрсе вырнаçмалла вылярĕç сцена çинчи артистсем.

      Муркаш районĕнчи культура ĕçченĕсем, учительсем, район хаçачĕн ĕсченĕсем те хутшӑнчĕç çак савӑнӑçлӑ тата паллӑ уява.

     Уяв вĕçленсен, пурте асӑнмалӑх сӑн ÿкерчĕксем ÿкерттерчĕç. Хавас кӑмӑлсемпе саланчĕç уява пухӑннисем.

Просмотров: 267 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar