MENU
Главная » 2018 » Апрель » 5 » Оринин халăх театрĕ Тойкилтĕре.
16:10
Оринин халăх театрĕ Тойкилтĕре.

     Ака уйăхĕн 5 мĕшĕнче Тойкилтĕри культура çуртĕнче ҫур ӗмӗр каялла Петр Осипов ҫырнӑ камичӗ тӑрӑх лартнă «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш» спектаклĕ пулчĕ. Ăна лартаканĕсем Оринин халăх театрĕн артисчĕсем пулчĕç. Тĕп режиссёрĕ пирĕн ентеш - Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Аркадий Андреев. Артистсем хӑйсен сӑнарӗсене çав тери пултаруллă вылярӗҫ — халӑх тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хакларӗ. Уйрӑмах В.Васильев выляни куракансен кӑмалне кайрӗ — Эрех Ваҫҫи сӑнарӗпе вӑл халӑха култарма та пултарчӗ, шухӑша яма та.

     Каласа хӑварас пулать — спектакль паянхи кун та хӑйӗн ҫивӗчлӗхне ҫухатман: юратупа ҫемье, пуянлӑхпа чухӑнлӑх, туслӑхпа ултав теми яланах актуаллӑ.

Просмотров: 302 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar