MENU
Главная » 2020 » Февраль » 22 » Район кунĕ – К.Иванов театрĕнче
13:51
Район кунĕ – К.Иванов театрĕнче

Район кунĕ – К.Иванов театрĕнче

 

Кӑçал Муркаш район кунне Шупашкарта К.Иванов театрĕнче февралĕн 21-мĕшĕнче анлӑ та чаплӑн туса ирттерчĕç. Çак уява Москакасси культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ те пулма тивĕçрĕ. Курмалли пӑхмалли самаях пулчĕ кунта. Муркаш районĕнчи пултарулӑх ушкӑнĕсем тӑхтав вӑхӑчĕсенче унта та кунта хуткупӑс, юрласа - ташлани хӑлхара янӑраса тӑчĕ. Мĕн тĕрлĕ илемлĕ выставкӑсем йĕркеленĕ кунта. Кӑçал Муркаш районĕн энциклопедиĕпе те паллашма пултарчĕç район кунне пухӑннӑ çынсем.

Муркаш район çыннисене саламланӑ хыççӑн театрӑн сцени çинче Муркаш районĕнчи культура Çуртĕнчи пултарулӑх ушкӑнĕсем хӑйсен юрри-ташшисемпе залра ларакансене савӑнтарчĕç. Çав хушӑра Москакасси культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Шуçӑм» халӑх ушкӑн «Тӑванӑм тӑван» юрӑпа ташӑ кӑшӑлĕпе концерт программине вĕçлерĕ. Питĕ ӑшшӑн кĕтсе илчĕç Муркаш район артисчĕсене. Муркашсем хӑйсен концертне вĕçлесен, сцена çине Шупашкарти «Çеçпĕл» эстрада ушкӑнĕ чӑваш тата вырӑс юррисемпе куракансене савӑнтарчĕ.

Муркаш район кунĕ кӑмӑллӑ иртрĕ çак кун.

Просмотров: 206 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar