MENU
Главная » 2018 » Апрель » 27 » Шуркассинче чăваш чĕлхин уявĕ
15:48
Шуркассинче чăваш чĕлхин уявĕ

       Фоторепортаж

      Кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур. Эпир – чăвашсем, чӑвашла калаҫатпӑр. Чăваш чĕлхи пуррипе чăваш халăхĕ пур, мĕншĕн тесен чĕлхе нацие пĕлтерекен паллăсенчен чи кирли, тĕп палли. Чăваш чĕлхи чăваш халăхĕн наци пуянлăхĕ пулса тăрать. Чăваш Республикин Аслă Совет Президиумĕн 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнчи Постановленийĕпе килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чӑваш халӑхне ҫутта кăлараканĕ, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнă кун, эпир Чăваш чĕлхин кунне уявлатпăр.

     Ҫак ятпа ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шуркасси клубӗнче тӑван чӗлхене халалланӑ уяв иртрӗ. Клуб заведующийӗ Кудряшова Н.В. ачасене чӑвашсен аслӑ вӗрентекенӗн, И. Я. Яковлевӑн, пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ,  ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван чӗлхене хисеплемеллине, юратмаллине ӑнлантарчӗ. Унтан ачасем ял ҫыннисене чӑвашла сӑвӑсем вуласа пачӗҫ, юрӑсем шӑрантарчӗҫ,Иван Яковлевич Яковлев ҫырнӑ «Сармантей» юмаха лартрӗҫ. Уяв хаваслӑ иртрӗ.

Просмотров: 423 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar