MENU
Главная » 2020 » Февраль » 3 » Смотр-отчет Юськасинского СДК на фестиваль-конкурсе "Чечеклен, юратна Муркаш ен!"
16:35
Смотр-отчет Юськасинского СДК на фестиваль-конкурсе "Чечеклен, юратна Муркаш ен!"

Смотр-отчет Юськасинского СДК на фестиваль-конкурсе "Чечеклен, юратна Муркаш ен!"

 

Раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче Вăрманкасси клубĕнче «Чечеклен, юратнă Муркаш ен» смотр-конкурс иртрĕ.

Фестиваль-конкурсра Йÿçкасси культурă çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ «Саваяр» юрăпа-ташă ушкăнĕ, «PROдвижени» ташă ушкăнĕсем хутшăнчĕç.  Концерт программи «Çĕршыв илемĕ» юрăпа ташă сюитăпа пуçланчĕ , ташă лартаканĕ - художествă пултаруллăх ертÿçи Наталья Александрова. Çавăн пекех вăл лартнă «Эх, Россия ты матушка» ташшипе «PROдвижени» ташă ушкăнĕ курма килекенсене хытă савăнтарчĕ. Культурă çурчĕн ертÿçи те хай çырнă юррипе халăх кăмăлне çĕклерĕ.

Матьăк, Вăрманкас клубĕсенче хатĕрленĕ художествă пултаруллăх ушкăнĕсем те хăйсен пултаруллăхĕпе паллаштарчĕç. Жюри членĕсем коллективсен тăрăшуллăхĕпе кăмăллă пулчĕç. Клуба туллиех халăх пухăнчĕ, уяв çÿллĕ шайра иртрĕ.

 

 

      

             

      

Просмотров: 297 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar