MENU
Главная » 2018 » Апрель » 2 » Сумлӑ юбилейпа – çепĕç юрӑсем.
08:17
Сумлӑ юбилейпа – çепĕç юрӑсем.

     Москакасси культура Çуртĕнче вӑй хуракансем ӑçта кӑна çитсе халӑха концертсемпе савӑнтармаççĕ пулĕ. Пултарулӑх ушкӑнĕсен ертÿçисем культура Çуртĕнче чылай вӑхӑт хушши репетици туса ирттернĕ хыççӑн, Анаткас Хачӑк ялне çул тытрĕç. Кайма сӑлтавĕ те пулчĕ. Çак ялта пурӑнакан З.Н.Смирнова çак каç çавра сĕтел йĕри-тавра хӑйĕн тӑванĕсене йыхравларĕ. Сӑлтавĕ вара, хӑйĕн сумлӑ юбилейне, тӑванĕсемпе паллӑ турĕ. Артистсем те çак каç ӑна саламлама хаваспах килсе çитрĕç, юрӑ хыççӑн юрӑ парнелерĕç юбиляра. Савӑнӑçне пытармарĕ Зоя, хӑйне çакӑн пек парне туса парасса вӑл пачах та кĕтмен-çке. Мĕн тери кӑмӑллӑ юлчĕç кил хуçисемпе хӑнасем, хӑйсене çепĕç юрӑсемпе хавас кӑмӑл парнеленĕшĕн. Тав сӑмахĕсем каласа ӑсатрĕç артистсене юбилей кĕрекине пуçтарӑннӑ хӑнасем.

Просмотров: 284 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar