MENU
Главная » 2020 » Февраль » 22 » Сумлӑ юбиляр кĕрекинче
12:21
Сумлӑ юбиляр кĕрекинче

Сумлӑ юбиляр кĕрекинче

 

Москакасси ял тӑрӑхĕнчи Калмӑк ялĕнче пурӑнакан Феодосия Степановна Воробьева сумлӑ та паллӑ 80 çулхи юбилейне тулли кĕреке хушшинче хӑйĕн тӑванĕсемпе, пĕрле ĕçленĕ ĕçтешĕсемпе тата ял-йышпа чаплӑн паллӑ туса ирттерчĕ. Çак чаплӑ юбилей кĕрекинче манӑн та пулса курма тÿр килчĕ. Тĕлĕнмелле чаплӑ уява Феодосия Степановнан виçĕ хĕрĕпе кĕрÿшĕсем, вĕсен ачисем, мӑнукĕсем тата кĕçĕн мӑнукĕсем хӑт кĕртсе тӑчĕç. Сумлӑ юбилярӑн кĕрекинче пĕр пуш вырӑн та пулмарĕ. Çакӑ паллах юбиляра сума суни, ӑна хисеплесе юратни куç кĕретех пулчĕ. Хӑнасем мĕн тĕрлĕ ӑшӑ сӑмахсемпе сӑвӑлласа та юрласа чечек çыххисемпе парнесем парса чыс турĕç   юбиляра.

Феодосия Степановнан ĕç стажĕ тивĕçлĕ канӑва тухичченех Мӑн Сĕнтĕр райповĕнчи Москакассинчи «Илем» кафере иртнĕ. Вӑл пĕçернĕ тутлӑ кукӑль-çӑмаха столовӑйне апатланма килекенсем яланах юратса çинĕ. Çавӑнпах пулĕ унӑн ĕçченлĕхĕпе тирпейлĕхне кура Мӑн Сĕнтĕр райповĕ ячĕпе тата Чӑвашпотребсоюз ячĕпе сахал мар тав çырӑвĕсемпе парнесем парса чысланӑ. Чӑннипех те Феодосия Степановна çак тав çырӑвĕсемпе парнесене тивĕçлипех тивĕçлĕ тесе калас килет.

Паянхи кун тивĕçлĕ канура пулин те, хисеплĕ ветеран, килте выльӑх-чĕрлĕх картиш тулли пӑхать. Ēни те, вӑкӑрĕ те, сыснисем те, кайӑк-кĕшĕкĕ те кил картинче чупса çÿреççĕ. Çаксене пӑхма сахал мар вӑй-хал кирлĕ-çке, ӑçтан кӑна вӑйĕ çитет-ши унӑн çак ĕçсене туса пыма? «Мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕскер, ĕçсĕр ларма пултараймастӑп»,- тет вӑр-вар асанне.

Мускавра пурӑнакан Галина хĕрĕ мӑшӑрĕпе хӑнасене хирĕçле парнесем парса хавхалантарсах тӑчĕç. Пĕр хӑна та çак уявран парнесĕр каймарĕ. Пурин кӑмӑлне те тивĕçтерме пултарчĕ уяв кĕрекинче Воробьевсен çемьи. Чунтанах савӑнчĕç çак уява пуçтарӑннӑ хӑнасем.

Москакасси Хĕрарӑмсен канашĕ ячĕпе те ӑна тав çырӑвĕпе тата парне парса чысларӑмӑр. Ăна малашнехи пурнӑçра ыррине кӑна сунтӑмӑр.

Пурӑннӑ чух чи кирли вӑл – сывлӑх. Апла пулсан, ун сывлӑхĕ малашне те çирĕп пултӑр, кун-çулĕ вӑрӑм та такӑр пултӑр!

Просмотров: 171 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar