MENU
Главная » 2020 » Февраль » 25 » "Сывлăмпи" -"Чăваш ене мухтаса" фестиваль-конкурс çĕнтерÿçи
23:36
"Сывлăмпи" -"Чăваш ене мухтаса" фестиваль-конкурс çĕнтерÿçи

"Сывлăмпи" -"Чăваш ене мухтаса" фестиваль-конкурс çĕнтерÿçи

 

Нарăсăн 22-мĕшĕнче Шупашкарти Туслăх çуртĕнче Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕ йĕркеленипе тĕнчери халăхсен хушшинчи «Чăваш Ене мухтаса» III фестиваль-конкурс иртрĕ.

Проект авторĕ, тĕп йĕркелÿçи - Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн председателĕ Вера Севастьяновна Архипова.

Асăннă конкурс тĕп тĕллевĕ – Тăван енĕмĕрти наци культурине, халăх йăлисене тата професси ăсталăхне упраса хăварасси тата аталантарасси, ҫамрӑксем хушшинчи хастарлăха ӳстересси, Чӑваш ҫӗршывӗн пуян историпе культурине туллин уҫса парасси.

Хутшăнакансене тĕрлĕ номинацире хакларĕç. Вĕсем:

«Юрлас тата кĕвĕ калас ăсталăх (автор кĕввисене уйрăм ушкăнра)»,

«Музыка хайлавĕ»,

«Литература хайлавĕ (проза тата поэзи)»,

«Литература вулавĕ»,

«Театр ăсталăхĕ»,

«Фольклор ăсталăхĕ».

Конкурс-фестивале хутшăнакансем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Сăмахран, хăйсен ĕçĕсене Чăваш, Тутар тата Пушкӑрт Республикинчен, Чӗмпĕр тăрăхĕнчен, Крымран, Питӗрпе Ленинград облаҫӗнчен, Мускавран, Замби, Чехи, Ангола, Алжир, Египет, Палестина, Туркменистанпа Узбекистан тата ытти çĕршыври çамрăксем куçăмлă тата куçăмсăр майпа тăратнă.

Тĕрлĕ пÿлĕмсенче фестиваль тÿрисем хутшăнакансен пултаруллăхне хакларĕç.

Светлана Асаматпа Раиса Сарпи тата Юрий Сементер паллă поэтсем «Литература хайлавĕ, литература вулавĕ» номинацире сăвă вулакансене тата хайлакансене итлерĕç, хакласа хăйсен сĕнĕвĕсене пачĕç.

Фестивале хутшăнма кăмăл тунисен музыка ăсталăхне Любовь Бушуева, Надежда Гайбурова тата Валентина Архипова тĕплĕн итлерĕç, хакларĕç.

Театр тата фольклор ăсталăхне Чăваш халăх артисчĕ Иван Иванов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Елена Шурту тата ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Земфира Яковлева пăхса тухрĕç.

Тĕрлĕ ÿсĕмри çĕр аллă çын тата ушкăнсенчен чи пултаруллисене суйлама çăмăлах пулмарĕ пулин те, маттуррисене тÿрех асăрхарĕç. Вĕсен ӑсталӑхӗпе Гала-концертра тепĕр хут паллашма тата чи хастаррисене тĕрлĕ дипломсемпе хавхалантарма май пулчĕ.

Гала-концерта Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов уçрĕ. Вăл фестивале хутшăннă маттур та пултаруллă çынсене саламларĕ, чĕререн тав турĕ, Чăваш Еншĕн тунă пархатарлă ĕçсемшĕн мухтарĕ.

Катькасри Культура çурчĕ çумĕнчи «Сывлăмпи» ача-пăча фольклор ушкăн (ертÿçи Надежда Кондукторова) çак конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, Николай Угасловран уйрăм тав сăмахĕ тата ятарлă парне илме тивĕçлĕ пулчĕ.

«Чăваш Ене мухтаса» фестивальте Чăваш Ен халăхĕсен Ассамблеин ертÿçи Лев Кураков, Туслăх çурчĕн директорĕ Юрий Токмаков, ветерансен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Николай Семенов, ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров тата ыттисем те тухса калаçрĕç, хутшăнакансене тата çĕнтерÿçĕсене тав турĕç.

Маттурсем! Тата нумай çĕнтерÿ сунатпăр.

 

      

      

      

      

      

      

      

   

Просмотров: 234 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar