MENU
Главная » 2020 » Февраль » 17 » «Сывлăмпи» - участник районного фестиваля "Чечеклен, юратнă Муркаш ен!"
21:13
«Сывлăмпи» - участник районного фестиваля "Чечеклен, юратнă Муркаш ен!"

«Сывлăмпи» - участник районного фестиваля "Чечеклен, юратнă Муркаш ен!"

 

Февралĕн 10-мĕшĕнче Москакасси культура Çуртĕнче «Чечеклен, юратнӑ Муркаш ен!» фестиваль-конкурс иртрĕ.

Çак конкурса Москакасси ял тӑрӑхĕнчи икĕ культура Çуртĕнчи 4 пултарулӑх ушкӑнĕ тата Катькасри «Сывлӑмпи» ача-пӑча фольклор ушкӑнĕ хутшӑнчĕç. Вĕсене хак паракансем Муркашри Централизациленнĕ клуб системинче вӑй хуракансем пулчĕç: Юрий Жуков тата Сергей Каликов - Чӑваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем, Александр Семенов тата Вера Терентьева.

Катькасри Культура çурчĕ çумĕнчи «Сывлӑмпи» ача-пӑча фольклор ушкӑнĕ çак фестивале чӑваш халӑхĕн «Нимене» йӑли-йĕркипе хутшăнчĕ. Ачасем унсăр пуçне вӑйăсем те вылярĕç, юрласа та такмакласа ташласа та пачĕç. Куракансем вĕсене питĕ ăшшăн кĕтсе илсе сцена çинчен тăвăллăн алă çупса ăсатса ячĕç. Ушкӑна ертсе пыракансем - Чӑваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Кондукторова тата класс ертÿçи Алина Данилова. Çак пултаруллă ушкăна пысăк çитĕнÿсем сунатпăр, çĕнĕ программăсем калăпласа халăха савăнтармалла пултăр.

Просмотров: 184 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar