MENU
Главная » 2018 » Апрель » 1 » Тивĕçлĕ вырӑнсене йышӑнтӑмӑр.
08:07
Тивĕçлĕ вырӑнсене йышӑнтӑмӑр.

        «Чечеклен, юратнӑ Муркаш ен!» фестиваль-конкурсӑн пĕтĕмлетĕвне, культура ĕçченĕсен кунне халалласа, Муркаш районĕнче пуш уйӑхĕн 29-мĕшĕнче туса ирттертĕмĕр. Муркаш районĕнчи культура ĕçченĕсем асӑннӑ вӑхӑта чылайӑн пухӑнчĕç. Культура пайĕн пуçлӑхĕ, Е.Чернова, пухӑннисене пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, ĕçре пурне те пысӑк çитĕнÿсемпе ĕçлесе пыма ӑнӑçу сунчĕ. 

      Тÿресем тивĕçлĕ хак парса, район шайĕнче ирттернĕ «Чечеклен, юратнӑ Муркаш ен!» фестиваль-конкурсӑн çĕнтерÿçĕ пултарулӑх ушкӑнĕсене, дипломсемпе кубоксем парса чыс турĕç. Çак уявран пĕр пултарулӑх ушкӑнĕ те тав çырӑвĕсĕр каймарĕ. Пурте кӑмӑллӑ юлчĕç хӑйсен ĕçне çакӑн пек хак парса хавхалантарнишĕн. Çавӑн пекех эпир те, Москакасси культура Çуртĕнче вӑй хуракансем дипломсемпе кубоксене тивĕçрĕмĕр. Акӑ вĕсем:

- Москакасси культура Çуртĕнчи «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ - II степенлĕ диплом;

- Ташӑ ушкӑнĕ – IIIстепенлĕ диплом;

- «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ солисчĕ, Евгений Тимофеев – I степенлĕ диплом тата кубок;

- «Шураппа» фольклор ушкӑнĕ – II степенлĕ диплома тивĕçрĕç.

     Ку паллах пирĕншĕн пысӑк савӑнӑç пулчĕ. Малашне те хавхаланса ĕçлесе пыма пире хавхалантарчĕ.

        Кӑмӑллӑ иртрĕ çак савӑнӑçлӑ культура ĕçченĕсен уявĕ.

Просмотров: 268 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar