MENU
Главная » 2018 » Апрель » 28 » Уяв «Ялан янра, чăваш сăмахĕ!».
08:23
Уяв «Ялан янра, чăваш сăмахĕ!».

   Чăваш Республикин Аслă Совет Президиумĕн 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнчи Постановленийĕпе килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чӑваш чĕлхин кунне уявлама палӑртса хӑварнӑ.  Çак куна тата чăваш çырулăхне, чăваш шкулне пурнăç панă, тăван халăха тĕнче цивилизацийĕн шайне  çĕклеме ĕмĕтленнĕ И.Я.Яковлева халалласа, ака уйăхĕн  24-мĕшĕнче Турайри вăтам шкулта «Ялан янра, чăваш сăмахĕ!» уяв иртрĕ.

      Çак уява пӗрле хатӗрлесе ирттерме Турайри культура çурчӗн ӗçченӗсем те хутшăнчӗç. Культура çурчӗн ертуçи мӗн пур пухặннặ çынсене, ачасене уяв ячĕпе ặшшặн саламларĕ, ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван чӗлхене хисеплемеллине, юратмаллине  ӑнлантарчӗ. Малалла 5 класра вĕренекен ачасем - Федоров Егор, Важоров Александр - И.Я.Яковлев çырнặ кӗске калавсене вуларĕç. 1-3 классенче вӗренекен ачасем вара  «Сурхури» йăли -йĕркипе паллаштарчĕç. 2 тата 4 классенче вӗренекен ачасем И.Я.Яковлев çырнă «Сармантей» хайлава выляса кăтартрĕç. Çавăн пекех куракансене культура çурчӗн ӗçченӗсем тата «Шанчак» фольклор ушканне çурекен ачасем  чăваш  илемлӗ юрри-кӗввисемпе, «Грация» ташă  ушканне çурекен хӗрсем илемлӗ чăваш ташшипе савантарчӗç.

       Çак кун чăваш юрри-сăвви уççăн янăрарĕ, чăваш ташши кăмăла çĕклерĕ, чăваш тумĕ куçа илĕртрĕ, чуна савăнтарчĕ, пурте чăвашлăха юратнине кăтартрĕç. Куракансем çамрăк артистсене, культура ӗçченӗсене  тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç.

Просмотров: 415 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar