MENU
Главная » 2019 » Июнь » 10 » «Акатуй» уявĕнче – Оренбург облаçĕнче
13:40
«Акатуй» уявĕнче – Оренбург облаçĕнче

«Акатуй» уявĕнче – 0ренбург облаçĕнче

 

«Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ кӑçалхи çул чӑваш «Акатуйне» Оренбург облаçĕнчи Грачевский районне кĕрекен Верхнеигнашкино салине çитсе килчĕ. Кӑçалхи çул иккĕмĕш хут пулса килчĕç Москакассисем Оренбург тӑрӑхĕнче.

Йыхрава илсенех, «Шуçам» халӑх пултарулӑх ушкӑнĕ концерт программине тивĕçлĕ шайра кӑтартас тесе, тĕплĕн хатĕрлеме пуçларĕ. Программӑна анлӑ та интереслĕ хатĕрлерĕç ертсе пыракансем.

 Июнĕн 7-мĕшĕнче ирхи шуçӑмпах вӑрӑм çула тухса, каçхи 6 сехете палӑртнӑ вӑхӑта çитрĕç вĕсем. Артистсене культура Çурчĕ умĕнче ял тӑрӑхĕн пуçлӑхĕ Н.А. Рыбаков тата культура ĕçченĕсем ӑшшӑн кĕтсе илчĕç. Çул çинче ывӑнса çитнĕ пулин те артистсем кунта пурӑнакан халӑха хӑйĕн концерчĕпе савӑнтарас тесе, тÿрех репетици тума пуçларĕç. Палӑртнӑ вӑхӑта куракансем культура Çуртне чылайӑн пуçтарӑнчĕç.

«Улӑхра курсан чечек» ташӑпа юрӑ сюитипе концерт программине уçрĕç артистсем. Çак номере çав тери илемлĕн кӑтартма пултарчĕç куракансене, çавӑнпах пулĕ залра ларакансем тÿрех тӑвӑллӑн алӑ çупса ячĕç. Ку артистсемшĕн чи пахи пулчĕ. Çак сюита хыççӑн Верхнеигнашкино культура Çуртĕнчи «Нарспи» пултарулӑх ушкӑнĕ илемлĕ юрӑсем шӑрантарса сцена çине  улӑхрĕ, чӑваш йӑла-йĕркипе артисене çӑкӑр-тӑварпа, сӑрапа сӑйларĕ.

Концерт программи малалла шыв юххи пекех юхрĕ. Юрӑ хыççӑн юрӑ, ташӑ хыççӑн ташӑ, шÿт хыççӑн шÿт куракансен кӑмӑлĕсене, чунĕсене уçса пычĕ. Сцена çине тухакан кашни артиста тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç. «Маттурсем» тесе кӑшкӑрни  хӑлхара янӑраса кӑна тӑчĕ.

Концерт вĕçленсен, ял тӑрӑхĕн пуçлӑхĕ Николай Алексеевич Рыбаков сцена çине улӑхрĕ. Чӑн малтанах залра ларакансене аякран килнĕ артистсен концертне пӑхма килнишĕн чунтан саламларĕ. Чӑваш Республикинчен килнĕ маттур та пултаруллӑ ушкӑн, хӑйсем патĕнче çакӑн пек пуян та интереслĕ концертпа куракансене савӑнтарнӑшӑн,  куракансем ячĕпе тав сӑмахĕ каларĕ. «Пирĕн патра темĕнле пултарулӑх ушкӑнĕ те пулнӑ, кун пек концерт курнине пачах та ас тумастпӑр»,-терĕ юлашкинчен.

Хӑнана пуш алӑпа нихӑçан та каймаççĕ. Муркаш районĕ 75 çул тултарнине халаллса хатĕрленĕ буклечĕсене, Чӑваш республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Ю.Н.Жуков композитор парса янӑ юрӑ кĕнекисене тата хамӑр алӑпа тĕрленĕ пысӑк картинӑна парса чысларӑмӑр юлашкинчен Верхнеигнашкино салинче пурӑнакансене. Ку вĕсемшĕн паллах, пысӑк парнех пулчĕ.

Июнĕн 8-мĕшĕнче ял çывӑхĕнчи пысӑк лапама чӑваш «кӑтартса пачĕç. Ун хыççӑн, тĕрлĕ сферӑсенче ĕçлекесене тав çырӑвĕсемпе парнесем парса чысларĕç.

Концерт программине Шупашкартан килнĕ Чӑваш халӑх артисчĕ В.Христофоровпа унӑн ушкӑнĕ илемлĕ чӑваш юррипе уçрĕ. Акатуй» уявне пуçтарӑнтӑмӑр. Лапамра ял хуçалӑхĕнче ĕçлемелли çĕнĕ техникисене, ал-ĕç ӑстисен, ача-пӑчасен тĕрлĕ теттесен, сӑмсана кӑтӑклакан тутлӑ шÿрпе, шашлык палаткисене лартса тухнӑ. Ачасене сикмелли батут, карусель аякранах курӑнса ларатчĕç. Спорта кӑмӑллакансен лапамĕ те хӑйĕн патне тĕрлĕ спорт вӑйисене йыхравларĕ. Кунтах вӑрманти чĕр-чунсен музейне те йĕркеленĕ. Курмалли, пӑхмалли самаях пулчĕ уяв лапамĕнче.  «Акатуя» Оренбург облаçĕнче пурӑнакан чӑваш ялĕсенче пурӑнакансен пултарулӑх ушкӑнĕсем те килсе  çитнĕ. Уява пĕтĕм ушкӑн карталанса тӑрса «Алран кайми аки-сухи» юрӑпа пуçларĕç, ĕлĕк сухапуçĕпе çĕр сухаланине «Шуçӑм» ушкӑнĕн артисчĕсем.

«Шуçӑм» ушкӑн та уява пухӑннисене илемлĕ юрӑ-кĕвĕ, ташӑ парнелерĕ. Куракансем çав тери ӑшшӑн, алӑ çупса кĕтсе илчĕç ушкӑна. «Шуçӑм» артисчĕсене Оренбургри Чӑваш наци конгресĕн президенчĕ П.И.Семенов тав çырӑвĕ тыттарса, малашне те уявсене килсе çÿреме йыхравларĕ. Артистсене пурне те асӑнмалӑх парнесем парса чысларĕ.

Чылая тӑсӑлчĕ уяв. Курма килнисем те, куракансем те кӑмӑллӑ юлчĕç чӑваш уявĕпе.

«Шуçӑм» ушкӑна киле каяс умĕн тепĕр хутччен тулли кĕреке хушшине лартса, тутлӑ апат – çимĕçпе сӑйларĕç. Каяс умĕн тепĕр хутччен илемлĕ юрӑсемпе савӑнтарчĕç Москакасси артисчĕсем. Питех те ӑшшӑн ӑсатса ячĕç «Шуçӑм» артисчĕсене. Артистсем те киле тулли кӑмӑлсемпе таврӑнчĕç.

Çак инçе çула тухма пулӑшнӑшӑн, эпир «Шуçӑм» артисчĕсем, Муркаш район администрацийĕн пуçлӑхне Р.Н.Тимофеева, Муркаш районĕн культура пайĕн архив, туризм ĕçĕсене йĕркелесе пыракан ертÿçĕне Л.А.Рыжкована тата Муркаш районĕн Централизациленĕ клуб системин директорне И.А.Смирнова питĕ пысӑк тав сӑмахĕ калатпӑр! Малашне те пĕрле килĕштерсе ĕçлесе пырасса шансах тӑратпӑр. Тавтапуç сире пурне те!

 

      

      

 

Просмотров: 323 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar