MENU
Главная » 2017 » Сентябрь » 17 » Катькасри культура çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» Мăн Сĕнтĕрте.
10:12
Катькасри культура çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» Мăн Сĕнтĕрте.

   Мăн Сĕнтĕрте пурăнакан Юрий Федорович Туринке чăвашсен авалхи таса йăла-йĕркипе ваттисене асăнма хăйĕн кил картинче кĕлĕ тата чун вăйĕ вырăнĕ йĕркеленĕ. Юманран эрешлесе касса кăларнă пилĕк юпа илем кĕртет çак ĕçчен те маттур çын пахчине. Пур çĕрте те тирпейлĕхпе илем хуçаланать кунта. Вăй хумасăр, тар тăкмасăр пулман ĕнтĕ вăл.

     Авăнăн 16-мĕшĕнче ыркăмăллă та тараватлă хуçа ваттисене асăнса пиллĕкмĕш юпа лартса чÿк ирттерчĕ. Чаплă хăнасем хушшинче Катькасри культура çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» ушкăн агидбригади те пулчĕ, çак пысăк мероприятие хутшăнакансене илемлĕ чăваш юррисемпе савăнтарчĕ.

 

 

Просмотров: 427 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar