MENU
Главная » 2017 » Сентябрь » 30

     Аслă ăрури хисеплĕ ватăсене чысласси юлашки çулсенче районта кăна мар, ял тăрăхĕсенче те вăйлансах, çирĕпленсех пырать. Москакасси ял тăрăхĕнче çак йĕркене пăсмасăр кăçал аслă ăрури хисеплĕ ватăсене сума суса, асра юлмалăх тата чĕрене кĕрсе вырнаçмалăх пысăк уяв туса ирттертĕмĕр.

   Çакăн пек каламашкăн кăçалхи çул сăлтавĕ те пысăк пулчĕ. Кирек мĕнле пысăк ĕçе те Москакасси ял тăрăхĕ, вăтам шкул тата культура ĕçченĕсем пĕрле тăрăшнипе пулса иртет.

     Асăннă кун палăртнă вăхăта Москакасси ял тăрăхĕнче пурăнакан сумлă юбилярсем, хăнасем тата ял-йыш чылайăнах пуçтарăнчĕç. Тата çак кун Сĕлеменькасси ялĕнче пурăнакан Зинаида Владимировнапа Леонид Гаврилович Орловсем хăйсен ылтăн туйне халăхпа пĕрле уявлама килсе çитрĕç.

... Читать дальше »
Просмотров: 290 | Добавил: Алина | Дата: 30.09.2017 | Комментарии (0)

   Хорнуй тӑрӑхӗнче пурӑнакан аслӑ ӑрури хисеплӗ ентешсене хисеп туса авӑн уйăхӗн 28-мӗшĕнче Тойкилтӗри культура çуртӗнче пӗтӗм Тӗнчери ватӑ çынсен кунне уявларӗç.

     Уяв «Камӑлăма ярам ирӗке» ятпа иртрӗ. Чи малтанах залра пуçтарӑннӑ хисеплӗ ветерансене Хорнуй ял поселенийӗн пуҫлǎхӗ  Манефа Валериановна Колесникова саламларӗ. Пурне те ҫирӗп сывлǎх, вǎрǎм кун-ҫул, канлӗ ватлǎх, ҫемьере телейпе килӗшӳ сунчӗ.

   Çавӑн пекех ял-хуçалӑхӗнче нумай çул тӑрӑшса ӗçленӗ ветерансене сума суса Агрофирма «Путь Ильича» хуçалӑхăн ертÿçи Богданов Александр Николаевич сӑмах илчӗ. Хисеплӗ ватӑ çынсене пархатарлӑ ӗçӗсемшӗн, вӗсем пурнӑçра яланах ырӑ тӗслӗх пулнине çирӗплетсе пурне те тав сӑмахӗ каларӗ, уяв ячĕпе чун-ч ... Читать дальше »

Просмотров: 385 | Добавил: Алина | Дата: 30.09.2017 | Комментарии (0)