Фоторепортаж
Паян Москакасси ял тăрăхĕнчи Ахмане салинче пурăнакансемшĕн тĕлĕнмелле пысăк уяв пулса иртрĕ. Ял халăхĕ нумай ҫул хушши кĕтнĕ фельдшерпа акушер Ҫуртне савăнăҫлă лару-тăрура уҫрĕҫ.Ҫак ҫурта ĕлĕк пулнă фельдшер ҫурчĕ вырăннех хăпартса лартнă.
Республикăра ҫакăн пек аякранах илĕртсе тăракан илемлĕ те капмар пиллĕкĕмĕш Ҫурта Ахмане салинче туса лартрĕҫ. Ҫак ҫурта тума паллах, укҫа-тенкĕ енчен, Республика ҫав тери пысăк пулăшу пачĕ.
Ҫак ҫурта уҫас тесе Москакасси ял тăрăхěн пуҫлăхě Д.В.Кириллов, ял старостипе П.В. Волковпа ял депутачĕ Э.А.Воробьев, Москакасси амбулаторинче вăй хураканс
...
Читать дальше »