MENU
Главная » 2019 » Июнь » 30 » Çамрӑксен уявĕ асра юлчĕ
11:45
Çамрӑксен уявĕ асра юлчĕ

Çамрӑксен уявĕ асра юлчĕ

 

Июнĕн 29-мĕшĕнче Муркаш район çамрӑкĕсем Муркаш салинче хӑйсен уявне чаплӑн туса ирттерчĕç. Палӑртнӑ лапамра уяв каçхи 6 сехетре пуçланчĕ.

Малтанах Муркаш район администрацийĕн пуçлӑхĕ Р.Н.Тимофеев тата вĕрентÿ пайĕн ертÿçи З.Ю.Дипломатова шкултан ылтӑн медальсемпе вĕренсе тухнӑ çаммрӑксемпе ашшĕ-амӑшĕсене тав çырӑвĕсемпе, медальсем тата чечек çыххисем парса чысларĕç. Çавӑн пекех Муркаш район çамрӑкĕсем вĕренÿре, ĕçре пысӑк кӑтартусем кӑтартнине палӑртса, тав çырӑвĕсемпе парне тата чечек çыххисемпе саламларĕç.

Кӑçалхи çул шкултан вĕренсе тухнӑ çамрӑксен балĕ çав тери анлӑ та интереслĕ пулчĕ. Уяв лапамĕ ташлакансемпе тулчĕ. Ташӑ композицине Людмила Митрофанова балетмейстер тĕлĕнмелле илемлĕ хатĕрленĕ. Кунта пĕчĕккисенчен пуçласа шкул пĕтернĕ çамрӑксем таранах ташласа куракансене тĕлĕнтерчĕç. Курма питех те кӑмӑллӑ пулчĕ çак композицине.

Çак чаплӑ уява пирĕн Москакасси çамрӑкĕсем те хутшӑнчĕç. Дарья Чермакова илемлĕ юрӑсем юрласа, Муркаш район халӑхне савӑнтарчĕ. Ташӑ ушкӑнĕ те тĕрлĕ ташӑсемпе куракансене тыткӑнларĕ. Шупашкарти чӑваш эстрада артисчĕсем те кĕтнĕ хӑнасем пулчĕç уявра.

Питех те савӑнӑçлӑ иртрĕ уяв. Пурте çак уявпа кӑмӑллӑ юлчĕç. Чи кĕтни - салют пулчĕ. Паллах, çамрӑксемшĕн чи савӑнӑçли дискотека пулчĕ. Çурçĕрччен ташласа кӑмӑлĕсене уçрĕç Муркаш район çамрӑкĕсем.

 

      

      

 

Просмотров: 249 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar