MENU
Главная » 2019 » Июль » 9 » Çемье, юрату тата шанчӑклӑх уявĕ
08:50
Çемье, юрату тата шанчӑклӑх уявĕ

Çемье, юрату тата шанчӑклӑх уявĕ

 

Çак савӑнӑçлӑ уяв ячĕпе Москакасси культура Çуртĕнче ĕçлекенсем Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакан  çемьесемпе тĕл пулчĕç. Вĕсене «Çемье, юрату тата шанчӑклӑх» кунĕ ячĕпе ӑшшӑн саламларĕç.  Çак уява Раççей çĕршывĕнче Петрпа Февроние халалласа 2008 - мĕш çултан пуçласа паллӑ тума пуçлани çинчен кĕскен каласа пачĕç. Çемьесене çемьере юрату, килĕшÿ яланах хуçалантӑр терĕç, асӑнмалӑх открыткӑсем парса хавхалантарчĕç. Малашне те çавӑн пекех килĕштерсе пурӑнма телей те ӑнӑçу сунчĕç.

 Хӑйсене уяв ячĕпе саламланӑшӑн культура ĕçченĕсене чунтан тав турĕç.

Просмотров: 290 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar