MENU
Главная » 2019 » Июнь » 22 » Чи пултаруллисем – лауреатсем
10:10
Чи пултаруллисем – лауреатсем

Чи пултаруллисем – лауреатсем

 

Июнĕн 21 – мĕшĕнче Шупашкарта Туслӑх керменĕ умĕнче республикӑри наци культурин «Асамат туслӑхĕ» IIIфестивалĕ пулса иртрĕ. Çак фестивале чи пултаруллӑ ташӑ ушкӑнĕсемпе хор ушкӑнĕсем пуçтарчĕç. Çав ушкӑнсем хушшинче пирĕн «Шуçӑм» ушкӑнĕн ташӑçисем те пулчĕç.

Уява Республикӑри 3 ташӑ ушкӑнĕ уçма тивĕçрĕ, çав хушӑра   Москакасси çамрӑкĕсем те. Пĕтĕмпе çак уява 40 пултарулӑх ушкӑнĕ хутшӑнма тивĕçрĕ.

Уява пухӑннисене Туслӑх керменĕн директорĕ Алексей Иванов ӑшшӑн саламларĕ. Уява Республика кунне, Чӑваш автономийĕ 99 çул тата Шупашкар хули 550 çул тултарнине халалласа ирттернине пĕлтерчĕ.

Кашни ушкӑна лауреат ятне тивĕçнĕ ятпа саламласа тав çырӑвĕ, кубок, тата асӑнмалӑх флежка - парне парса чысларĕ Алексей Иванов.

Ушкӑнсене саламласа пĕтерсен, Туслӑх керменĕ умĕнче çĕнтерÿçĕ ушкӑнсем хӑйсен пултарулӑхĕпе Шупашкар халӑхне илемлĕ юрӑ-ташӑсемпе тыткӑнларĕç. Пирĕн ташӑ ушкӑнĕ Чӑваш тата Пушкӑрт ташшипе куракансене савӑнтарчĕ.

Чӑннипех пирĕн ташӑ ушкӑнĕ Муркаш район чысне тивĕçлĕ шайра кӑтартма пултарчĕ. Ташӑ ушкӑнĕн ертÿçине, Ирина Петрована тата ташлакансене питĕ пысӑк тав сӑмахĕ калатпӑр, эпир Москакасси тӑрӑхĕнче пурӑнакансем. Çакӑн пек пултаруллӑ ертÿçĕ пуррипе мӑнаçланатпӑр та савӑнатпӑр! Малашне те ӑнӑçу сунатпӑр!

Просмотров: 246 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar