MENU
Главная » 2019 » Июнь » 17 » Çимĕк уявĕ Ярапайкасси ялĕнче иртрĕ
14:35
Çимĕк уявĕ Ярапайкасси ялĕнче иртрĕ

Çимĕк уявĕ Ярапайкасси ялĕнче иртрĕ

 

Çимĕк çуллахи уявсен шутне кĕрет. Мĕн ĕлĕкренпех çав кун кирек епле ĕçе те пăрахса, тăван-хурăнташпа пĕрле ĕçсе çинĕ.

Ярапайкасси ялĕнче  кáçал çĕртме уйăхĕн 13 - мĕшĕнче пĕрремĕш хут Çимĕк уявĕ иртрĕ. Уяв ял хушшинче иртрĕ пулсан та, халáх йышлá пухáнчĕ. Чи малтанах Çимĕке пухáннисене Ярапайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Жуков Г. В. пурне те телей, ырлăх, сывлăх сунчĕ, ялти хапха тунă çĕрте ĕçленĕ чи маттур çынсене Тав хучĕпе чысларĕ. Муркаш районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, Ярапайкасси шкул директорĕ Скворцова А.А. ял халăхне кашни çулах Çимĕк уявне иртерме йăлана кĕртме сĕнчĕ тата ăшă сăмахсемпе саламларĕ. Ялти петĕм ĕçсене йĕркелесе пыракан Енисеев Ю . Г. пурне те туслă, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма пил пачĕ.

Уяв, паллах, ташă-юрăпа илемлĕ. Шурча культура çурчĕ çумĕнчи "Шурча" пултаруллăх ушкăнĕ, Сыбай клубĕнче йĕркелленнĕ «Акуча» пултаруллăх ушкăнĕ уява хаваслá ташá-юрáпа пуянлатрĕç. Çавáн пекех "Асам" ташă ушкăнĕ илемлĕ ташăсемпе савантарчĕ. Хаваслá юрá-ташá нумайччен хавхалантарчĕ куракана. Техĕмлĕ яшка шỳрпипе шашлык тутанса пáхма та май пулчĕ уява хутшáнакансен.

 

      

      

      

      

Просмотров: 265 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar