MENU
Главная » 2017 » Сентябрь » 29 » День добра и уважения в Орининском сельском поселении.
10:01
День добра и уважения в Орининском сельском поселении.

     Фоторепортаж

     Авӑн уйǎхĕн 29-мĕшĕнче, Оринин ял тǎрǎхĕнче Пĕтĕм тĕнчери ватǎсен кунне халалланǎ уяв иртрĕ. Каласа хăвармалла, паянхи куна  Оринин ял тǎрǎхĕнче 565 пенсионер пурǎнать. Ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕ йышáннá тáрáх, кăçал уяв  Орининти культура Çуртĕнче иртрĕ.  

    Уява пухáннисене Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхě С.В. Бардасов, вырáнти ветерансен канашĕн ертÿçи – В.И.Вязов, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - экономика, АПК аталанăвĕн тата муниципаллă харпăрлăх управленийĕн ертÿçи А.А.Миронов, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ А.Г.Прокопьев, РФ Пенси фончĕн Муркаш районĕнчи уйрáмĕн пỳçлáхĕ И.А.Гришина, районти социаллă хÿтлĕх пайăн пуçлăхĕ – В.А.Аникина, «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Ю.Н. Шишокин вăрăм кун-çул сунса ăшшăн саламларĕç, аслǎ ǎрури çынсене çĕршыв аталанǎвĕшĕн ырми-канми  ĕçленĕшĕн чунтан тав турĕç.

    Сумлǎ ветерансене, 70, 80, 90 çулхи юбилярсене уйрǎммǎн саламларĕç, асǎнмалǎх парнесем парса чысларĕç. Çавảн пекех, Чамảш ялẻнче пурảнакан Ольга Ивановнảпа Славит Александрович Алексеевсен «ылтảн туйẻнче» те пулса курчẻç уява хутшảнакансем. 50 çул каялла пẻрлешнẻ çемье паянхи кун та пẻр-пẻрне ảнланса, хисеплесе пурảнать, çамрảксемшẻн ырả тẻслẻх пулса тảрать. Çамрảк чухнехи пекех, чунтан юратнине палảртса алả пусса çирẻплетрẻç, пẻр-пẻрне ылттӑн çẻрẻсем парса чысларẻç вẻсем. Районти ЗАГС пайẻн пуçлảхẻ Е.Л.Иванова, С.В.Бардасов, В.И.Вязов, тảванẻсемпе тус-юлташẻсем мảшảра сумлả юбилей ячẻпе саламласа, асảнмалảх парнесем пачẻç.   

    Савăнăçлă уява Венера Васильева ертсе пычĕ, хảйẻн çепẻç сассипе куракансене савảк кảмảл парнелерẻ.

  Çавảн пекех, уява хутшáнакансем шкул  ачисен ал-ĕçĕсенчен хатĕрленĕ «Кĕрхи фантази» куравпа паллашма пултарчĕç.

    Уява Атапай клубĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Сурпан» ушкăн хảйẻн  савảк юррисемпе илемлетрẻ.  Артистсем хăйсен юррисемпе куракансене тыткảнларẻç.

   Паян культура Çурчĕ çумĕнчи ветерансен аллеи уява хутшăнакансем тăрăшнипе, çамрáк чáрáш хунавесемпе пуянланчĕ. Хунавсене вара Атапай ялĕнче пурăнакан, çут çанталăк тусĕ - А.И. Садовников туянса пачĕ.  

   Уяв вẻçленсен пурне те «Оринино» ял хуçалảх производство кооперативẻн столовảйне йыхравларẻç. Кунта ẻçлекен Е. Клементьева ветерансене тутлả апат-çимẻçпе сảйларẻ. Уява хутшảнакансем паянхи уява йẻркелесе ирттерекенсене  ырлảх-сывлảх сунса, тав сảмахẻ каларẻç.

   Çак уява ирттерме пулăшакансене: Ю.Н.Шишокина, В.А.Налимовǎна, Э.О.Воробьевáна,  Н.А.Кожевникова, тав сăмахĕ калатпăр, иксĕлми телей сунатпăр.

Просмотров: 312 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar