MENU
Главная » 2017 » Сентябрь » 30 » Эсир пирĕн чĕрере.
14:10
Эсир пирĕн чĕрере.

     Аслă ăрури хисеплĕ ватăсене чысласси юлашки çулсенче районта кăна мар, ял тăрăхĕсенче те вăйлансах, çирĕпленсех пырать. Москакасси ял тăрăхĕнче çак йĕркене пăсмасăр кăçал аслă ăрури хисеплĕ ватăсене сума суса, асра юлмалăх тата чĕрене кĕрсе вырнаçмалăх пысăк уяв туса ирттертĕмĕр.

   Çакăн пек каламашкăн кăçалхи çул сăлтавĕ те пысăк пулчĕ. Кирек мĕнле пысăк ĕçе те Москакасси ял тăрăхĕ, вăтам шкул тата культура ĕçченĕсем пĕрле тăрăшнипе пулса иртет.

     Асăннă кун палăртнă вăхăта Москакасси ял тăрăхĕнче пурăнакан сумлă юбилярсем, хăнасем тата ял-йыш чылайăнах пуçтарăнчĕç. Тата çак кун Сĕлеменькасси ялĕнче пурăнакан Зинаида Владимировнапа Леонид Гаврилович Орловсем хăйсен ылтăн туйне халăхпа пĕрле уявлама килсе çитрĕç.

    Уява Москакассинчи вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем сăвă каласа асатте-асаннесене илемлĕ юрăпа саламласа уçрĕç.. Залра ларакансем хăйсене çакăн пек хавхалантарнăшăн ачасене тăвăллăн алă çупса тав турĕç.

     Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д.В.Кириллов ял тăрăхĕ ячĕпе пур килнĕ хăнана та чунтан тав туса уяв ячĕпе саламларĕ. Хăй вăхăтĕнче çак сумлă çынсем Çĕршывшăн вăйĕсене шеллемесĕр, чунтан парăнса ĕçленĕшĕн чунтананах тав туса, Москакасси ял тăрăхĕнче пурăнакан сумлă юбилярсене парнесем парса чыс турĕ.

   Район администрациĕ ячĕпе экономика пайĕн ертӳçи О.В.Тимофеева уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕ.

      И.А.Иванов, Москакакасси вăтам шкул ертӳçи, ветерансен канашĕн ертӳçи В.И.Беспалова та пурне те тав сăмахĕсем каласа, аслă ăрури асаттесемпе асаннесене пурнăçра ырăпа , телейпе кăна пурăнма сунчĕç.

     ЗАГС пайĕн ертӳçи Е.Л.Иванова та пурне те уяв ячĕпе саламларĕ. Москакасси ял тăрăхĕнчи Сĕлеменькасси ялĕнче пурăнакан Орловсен çемьине пĕрлешнĕренпе 50 çул çитнĕ ятпа илемлĕ сăвă йĕркисем шăрçалантарса саламларĕ, район администрацийĕ ячĕпе тав çырăвĕ, парне парса чысларĕ. Мендельсон кĕввипе çак мăшăр ял халăхĕ умне ерипен тухса тăчĕ. Залра ларакансем телейлĕ мăшăра тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Хăйсем мăшăрланнăранпа 50 çул çитнине, ЗАГС пайĕнчен ятарласа илсе килнĕ пысăк кĕнеки çине, алă пусса çирĕплетрĕç.

       Д.В.Кириллов асăнмалăх, килте яланах вĕри чей пултăр тесе, Термопот парнелерĕ.

     Уяв тăршшĕпех килнĕ ял-йыша Москакасси культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Шураппа» пултарулăх ушкăнĕ илемĕ юрри-ташшипе хавхалантарса тăчĕ. Залра ларакансем вĕсемпе юрласа хавхаланса ларчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тивĕçлĕ канăва тухнă «Шураппасене» асăнмалăх парнесем парса чыс турĕ.

     Уяв вара малалла тулли кĕреке хушшинче иртрĕ. Ылтăн туй ячĕпе Орловсен çемьи пĕтĕм ял-йыша тутлă шӳрпепе сăйларĕ. Хăнасем вĕсене çакăншăн тав сăмахĕсем каласа ерипен килелле хавас кăмăлсемпе утрĕç.

      Москакасси культура Çурчĕн ертӳçи Г.Голубева

Просмотров: 292 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar