MENU
Главная » 2019 » Июнь » 27 » Юмах тĕнчинче
11:15
Юмах тĕнчинче

Юмах тĕнчинче

 

Москакасси вӑтам шкулĕнче «Смешарики» кану лагерĕнче пĕтĕмпе 100 яхӑн ача-пӑча 28 кун хушши   хӑйĕн сывлӑхне çирĕплетрĕ. Кану лагерĕнче канма вĕсене çав тери килĕшрĕ. Ачасемпе вӑтам шкулта аслӑ классенче вĕренекен хĕрачасем ĕçлерĕç, вĕсемпе тĕрлĕрен вӑйӑсем, конкурсем туса ирттерчĕç, ташӑсем ташлама, юрӑсем юрлама та вĕренчĕç канакан ачасем. Вĕсен ĕçне вӑтам шкулта вĕрентекен учительсем йĕркелесе тӑчĕç. Çав хушӑрах ачасем экскурсине вӑрмана та кайса килчĕç. Вӑрман пуянлӑхĕпе паллашрĕç. Паян вĕсем юлашки кун кану лагерĕнче. Ирхи аптлану тунӑ хыççӑн, пурте Москакасси культура Çуртне çул хыврĕç. Вĕсене культура ĕçченĕсем хаваспах кĕтсе илчĕç. Малтанах ачасем культура Çуртĕнче Михайлова ÿкернĕ ÿкерчĕксене пӑхса тĕлĕнчĕç, кайран 1949-1950 мĕш çулсенче ÿкернĕ «Гуси-лебеди», «Сестрица Аленушка и братец Иванушка» тата «По щучьему велению» асамлӑ юмахсене хаваслансах пӑхрĕç. Ачасем чӑн-чӑн юмах тĕнчинче пулса курчĕç. Вĕсемшĕн усӑллӑ пулчĕ çак кун. Культура Çуртĕнчен ачасем тав сӑмахĕ каласа шкулалла хавас кӑмӑлсемпе утрĕç.  

Просмотров: 233 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar