MENU
Главная » 2019 » Июнь » 30 » «Муркаш» фольклор ушкăнĕ Мускава çитсе килчĕ
22:30
«Муркаш» фольклор ушкăнĕ Мускава çитсе килчĕ

«Муркаш» фольклор ушкăнĕ Мускава çитсе килчĕ

Çӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Мускав хулинче чӑвашсем Акатуйĕ кӗрлерĕ. Уява Раççейĕн  çирĕм кĕтесĕнчен чăвашсем пухăнчăç: Чӑваш Енрен, Пушкӑртран, Тутарстанран, Чӗмпӗртен, Иркутскран, Питӗртен, Мускавпа Мускав облаçĕнчен тата ытти тӑрӑхсенчен. Ҫумăр чарăна пĕлмесĕр çурĕ пулин те, ку уява ирттерме чараймарĕ.

Уява пухăннă чӑвашсене Мускав хулин культура Департаменчӗн, Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Ен Полномочиллӗ представителӗ Петр Чекмарев, Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ, Федераллӑ чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫи Леонид Черкесов, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов тата ытти сумлӑ ентешсем саламларӗҫ.

Чăваш Республикинчен те нумай пултарулăх ушкăнĕсем, эстрада юрăçисем килсе çитрĕç уява. Вĕсем хăйсен илемлĕ юрри-ташшипе халăха савăнтарчĕç. Муркаш районĕнчен чăвашсен аслă уявне «Муркаш» халăх фольклор ушкăнĕ çитсе килчĕ. Мускаври чăвашсем «Муркаша» питĕ килĕштерчĕç. Измайловăри Кремльте курса çÿрекенсем те пĕрле юрларĕç, ташларĕç, савăнчĕç.

 

        

         

        

         

        

        

        

        

        

   

Просмотров: 307 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar