MENU
Главная » 2019 » Июнь » 25 » Республика уявĕнчен-парнепе
11:40
Республика уявĕнчен-парнепе

Республика уявĕнчен-парнепе

 

Кӑçал Шупашкарта Раççеей шайĕнче иртекен халӑх пултарулӑхĕн «Родники России» XXVII фестивалĕ тата пĕтĕм чӑвашсен VII «Акатуй» уявне Москакасси культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ те хутшӑнма тивĕçрĕ. Залив хĕррипе Чӑваш республикинчи пур район та хӑйĕн ӑсталӑхĕпе паллаштарма палаткӑсем лартса тухнӑ. Кунта курмалли вĕренмелли темĕн чухлех пулчĕ. Пĕри тепринчен маттуртарах пулчĕç уява хутшӑнакансем.

Уяв пуçланиччен Анне монуменчĕ умĕнче республикӑри тата ытти регионсем хушшинчи хуткупӑсçӑсемпе тата пĕрлештернĕ хорпа репетици туса ирттерчĕç. 11 сехетре тĕп сцена çинче ертсе пыракансем уяв уçӑлнине пĕлтерчĕç.   Малтанах   Республика шайĕнче ирттернĕ «Савнӑ Шупашкарӑм» фестиваль-конкурсӑн çĕнтерÿçисене тав çырӑвĕсем тата кубоксем парса чысларĕç. Çав шутра пирĕн «Шуçӑм» ушкӑн халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕсем хушшинче IIcтепенлĕ лауреат пулса тӑчĕ. Ку пирĕншĕн кĕтменлĕх пулчĕ. Пĕтĕмпе Республикӑри 16 лауреат ушкӑнсем, уйрӑм юрӑçсем тата юрӑпа ташӑ ушкӑнĕсем аслӑ сцена çинче хӑйсен пултарулӑхĕпе уява пухӑннӑ халӑха савӑнтарчĕ. Пирĕн ушкӑн та сцена çине улӑхса «Шупашкар çутисем» юрӑпа ташӑ сюитипе куракансене савӑнтарма пултарчĕ. Юрласа - ташланӑ хыççӑн, ушкӑна «Родники России» XXVII фестивалье активлӑ хутшӑннӑшӑн   диплом парса чысларĕç.

Кӑнтӑр иртни 2 сехетре Анне монуменчĕ патне Чӑваш Республикин пуçлӑхĕ М.В.Игнатьевпа чĕннĕ хӑнасем килсе çитрĕç. Пĕрлештернĕ хора Раççей халӑх артисчĕ Морис Яклашкин тата Чӑваш Республикин тава тивĕçлĕ искусства ĕçченĕ Наталья Яклашкина дирижерсем ертсе пынипе Раççей Çĕршывĕн, Чӑваш Республикин гимнĕсене, «Широка страна моя родная», «Вместе весело шагать» тата «Пусть всегда будет солнце» юрӑсене мӑнаçлӑн шӑрантарса куракансене савӑнтарчĕ те тĕлĕнтерчĕ те. Пĕрлештернĕ хорта пĕтĕмпе 1500 çын хутшӑнчĕ, çав хушӑра пирĕн ушкӑн та. 

Чӑваш Республикинче чӑннипех те уявсене халӑх чунне кĕрсе вырнаçмалла туса ирттерме пĕлеççĕ. Чӑвашсем чӑннипех те ĕçлеме те тивĕçлĕ канма та пĕлеççĕ.

 

Просмотров: 241 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar