MENU
Главная » 2019 » Июль » 26 » Сенкер экран умĕнче
16:25
Сенкер экран умĕнче

Сенкер экран умĕнче

 

Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакан ачасем çуллахи каникула хаваслӑ ирттереççĕ. Вĕсем çуллахи кунсене усӑллӑ канса ирттерччĕр тесе, культура ĕçченĕсем тĕрлĕрен интереслĕ кану кунĕсем йĕркелеççĕ. Акӑ паяначасем сенкер экран умне пуçтарчĕç. Вĕсене К.Чуковский çырнӑ Давид Черкасский режиссер ÿкернĕ «Доктор Айболит» илемлĕ фильма кӑтартрĕç. Çак кинора ачасене ытларах ырӑ кӑмӑллӑ пулма, усаллине çĕнтерме, пĕр-пĕрне хисеплемелли çинчен кӑтартрĕç. Интересленсех пӑхрĕç ачасем çак илемлĕ фильма. Вĕсене пурне те пĕрле ларса çак кинона пӑхма килĕшрĕ. Кино вĕçленсен, ачасемпе кино пирки кĕскен калаçса та илчĕç культура ĕçченĕсем. Ачасем хавасланса Айболит тухтӑр чĕр-чунсене сиплени çинчен ӑмӑртмаллах каласа пачĕç. Юлашкинчен ачасене пылак çимĕçсемпе сӑйларĕç.

 

Просмотров: 257 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar