MENU
Главная » 2019 » Июль » 9 » Шаптак Ял уявӗ иртрӗ
08:42
Шаптак Ял уявӗ иртрӗ

Шаптак Ял уявӗ иртрӗ

 

Тăван ял, тăван кĕтес… Унран хакли, лайăххи мĕн пултăр-ха тĕнчере? Эпир унта ÿссе çунат сарнă. Ĕçе хăнăхса çын шутне кĕнĕ. Урăх вырăнта ĕçлеме, пурăнма тÿр килсен те тăван ял пур-пĕрех манăçа тухмасть: чĕрере, чи шалта сыхланса юлать.

Иртнĕ шăмат кун, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Хорной ял тăрăхне кĕрекен Шаптак çыннисем ял уявне паллă турĕç. Уяв ял варринче - Тойкилтӗ ФАП çурчӗ умӗнче иртрĕ. Ял çыннисем çак куна иртнӗ ҫулхи пекех ҫӳллӗ шайра ирттерме тӑрӑшрӗҫ, тӗплӗн хатӗрленчĕç. Нумайӑшӗ ҫемйипех - ачисемпе тата мӑнукӗсемпе хутшӑнчӗç.

   Уявра ал-ӗҫ ӑстисен куравне йӗркелерĕç. Унта С.Касьянова, Е.Иванова, К.Димитриева, З.Фёдорова, М.Иванова, Г.Кириллова, Е.Иванова, Г.Васильева çекĕлпе, йĕппе çыхнă тутăрсемпе, тĕрлĕрен салфеткăсем çыхнă, тĕрленĕ ĕçĕсемпе паллашма май пулчĕ. Çавӑн пекех И.Афанасьев та ялти çынсене хӑйӗн йывӑçран касса ӑсталанӑ ӗçӗсемпе паллаштарчӗ. Шаптак ял пурнӑçне тӗрлӗ енлӗ сӑнлакан тӗрленчӗксемпе фотостендсем хатӗрлерӗç.

     Савӑнӑҫлӑ уява Хорной ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.В.Колесникова уçрĕ. Вӑл уява хутшӑнакансене пурне те çирӗп сывлӑх, савăк кӑмӑл-туйӑм, ҫутӑ шанӑҫсене пурнӑҫлама ĕçре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тата ырлӑхпа телей сунчĕ. Çавӑн пекех уява пуçтарӑннӑ ял çыннисене тата хӑнасене Муркаш районӗнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Сидюшкин А.А. саламларӗ, пурнӑçра телей, вӑрӑм ӗмӗр, çирӗп сывлӑх сунчӗ. Халӑх умне тухса ялти чи сумлӑ хӑнасем - Николаева Галина Николаевнӑпа  Палладьев Дмитрий Иванович калаçрӗç. Вӗсем кӗскен хӑйсен ӗçӗ-хӗлепе паллаштарчӗç, ялӑн малашлӑхӗ пирки хӑйсен шухӑшӗсемпе паллаштарчӗç, уява чӗннӗшӗн тав турӗç.

Уявра ялти чи аслӑ çынсене, сумлӑ юбилярсене саламларӗç. Çемье кунне халалласа нумай çул пӗрле мӑшӑрпа килӗштерсе пурӑнса ачисене тӗрӗс-тӗкел çитӗнтерсе ура çине тӑратнӑ чи сумлӑ çемъесене саламларӗç. Малалла та пěрле пěр-пěрне юратса, хисеплесе, пулăшса, вăй парса, тěрлě тумхахсене çěнтерсе пыма сунчěç.

Уяв, паллах, ташă-юрăпа илемлĕ. Тойкилтӗри культура çурчӗ çумĕнче йӗркеленнӗ «Хавас» фольклор, «Хӗлхем» халӑх эстрада ушкӑнӗ, çамрӑксен «Грация», шкул ачисен «Огоньки» ушкӑнӗсем хăйсен пултарулăхĕпе савӑнтарчĕç. Шаптак çыннисене хавхвлантарма кÿршӗри Cюрла-три клубӗ çумӗнче йӗркеленнӗ «Сеспӗл» эстрада ушкӑн солисчӗсем те килсе çитрӗç. Вӗсем хӑйсен янӑравлӑ сассисемпе уява илем кÿчӗç, ташши-юррисемпе савăнтарчĕç. Ялти кашни урам хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗ, халӑх хушшинчи туслӑха çирӗплетсе кӑтартрӗ.

Командӑсем хушшинчи спорт ăмăртӑвӗсем те хӗрÿ иртрĕç. Çавӑн пекех ялти хушма-хуçалӑхсем хушшинче тӗрлӗ номинациллӗ конкурссем иртрӗç, чи маттуррисене парнесем парса хавхалантарчĕç.

Ял уявне ирттерме пулăшакансене те паллă туса хăварчěç, вӗсене тав сăмахě каларěç. Ял урамěсене тирпейлěхре тытакан, ял пурнăçне илемлетессишěн тăрăшакан хастарсене ырăпа асăнса хăварчěç, парне парса чысларӗç, кăмăлĕсене хăпартрĕç. Уяв савăк дискотекӑпа вӗçленчӗ.

Аякри тӑвансене курса чунтан калаҫни, хаваслӑ юрӑ-ташӑ, кӑпӑклӑ чӑваш сӑри, хуранта пӗçернӗ какай шÿрпи уява хутшанакансен кӑмӑлне çӗклерӗ. Уяв хаваслă та асра юлмалла иртрĕ.

 

 

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

Просмотров: 331 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar