MENU
Главная » 2019 » Июнь » 21 » Шаптак Муркаш халăхĕн ял уявĕ
15:15
Шаптак Муркаш халăхĕн ял уявĕ

Шаптак Муркаш халăхĕн ял уявĕ

 

Муркаш районĕнче яланах ял йăли-йĕркисене сыхласа хăварассишĕн тăрăшаççĕ. Акă июнĕн 20-мĕшĕнче Шаптак Муркаш ял халăхĕ, ачи-пăчи, ватти-вĕтти те ял уявне  туслăн пухăнчĕç. Уява  Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Мясников уçрĕ, тав сăмахĕ каларĕ, ял-халăхĕ  туслă пулнишĕн чун-чĕререн савăннине палăртрĕ. Уява йĕркелеме пулăшакансене, ял хушшинчи   вăхăтра тумалли ĕçсене тимлĕн хутшăнакансене тав çырăвĕсем парса чысларă.

Уява Муркаш район депутачĕсен Пухăвĕн  депутачĕ,  Е.А. Андреев  ячĕпе хисепленкен хуçалăхĕн  ертÿçи Виталий Семĕнов хутшăнчĕ. Уйрăмах Е.А. Андреев хуçалăхĕнче ырми-канми ĕçлесе   тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçченсене,  ял халăхне уяв  ячĕпе чун-чĕререн саламларĕ, вăлах ял уявĕн спонсорĕ пулчĕ.

Çакăн пекех Шаптак Муркаш ял тăрăхĕн депутачĕ Эльвира Магаева уява    кăмăллăн ертсе пычĕ. Шаптак Муркаш ял хушшинче чи ватă  çын – Казакова Надежда Васильевна 91 çул тултарнă,  ăна та уявра манмарĕç, чыс турĕç. Надежда Васильевна вара савăннипе  ташласа кăтартрĕ.

Çак уява районти культурă çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ «Муркаш» халăх  фольклор ансамблĕ чăннипех илем кÿчĕ. Тăван ялта хамăр тăрăхри юрăсем, ташăсем янăрани кашни куракана килĕшрĕ. Муркашсен уявне Москакассинчи культура çурчĕн ертÿçи, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Голубева килни те питĕ килĕшÿллĕ пулчĕ. Вăл хăйĕн илемлĕ юррисемпе ял-çыннисене савăнтарчĕ, ташлаттарчĕ.

Шаптак Муркашсем  хăйсен ялĕнче ĕçпе, юрă-ташăпа пултаруллă çыннисемпе чăннипех те мухтанаççĕ. Акă паян та уявра  Владимир Сергеев  купăспа ял çыннисене  чылайччен юрлаттарчĕ, ташлаттарчĕ.

Уява йĕркелекенсем  ача-пăча çинчен те манса каймарĕç. Вĕсем валли те выляса  савăнмалли   самантсем нумай пулчĕç. Уйрăмах  пĕчĕк Федоров Миша ташласа  тĕлĕнмеллипех  тĕлĕнтерчĕ.

Какай шÿрпи те, сăри те пуриншĕн те çителĕклĕ пулчĕ.

Пĕр-пĕринпе килштерсе пурăнсан кирек мĕнле ĕçре те, уявра та  кашни  çын чунне  савăнтарма май пур.            

 

      

   

 

 

Просмотров: 268 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar