MENU
Главная » 2017 » Сентябрь » 8 » «Шураппа» фольклор ушкăнĕ Москакасси ял тăрăхĕнчи Ахмане салинче фельдшерпа акушер Ҫуртне уҫнă лару-тăрура.
08:26
«Шураппа» фольклор ушкăнĕ Москакасси ял тăрăхĕнчи Ахмане салинче фельдшерпа акушер Ҫуртне уҫнă лару-тăрура.

      Фоторепортаж

   Паян Москакасси ял тăрăхĕнчи Ахмане салинче пурăнакансемшĕн тĕлĕнмелле пысăк уяв пулса иртрĕ. Ял халăхĕ нумай ҫул хушши кĕтнĕ фельдшерпа акушер Ҫуртне савăнăҫлă лару-тăрура уҫрĕҫ.Ҫак ҫурта ĕлĕк пулнă фельдшер ҫурчĕ вырăннех хăпартса лартнă.

   Республикăра ҫакăн пек аякранах илĕртсе тăракан илемлĕ те капмар пиллĕкĕмĕш Ҫурта Ахмане салинче туса лартрĕҫ. Ҫак ҫурта тума паллах, укҫа-тенкĕ енчен, Республика ҫав тери пысăк пулăшу пачĕ.

   Ҫак ҫурта уҫас тесе Москакасси ял тăрăхěн пуҫлăхě Д.В.Кириллов, ял старостипе П.В. Волковпа ял депутачĕ Э.А.Воробьев, Москакасси амбулаторинче вăй хуракансем тата ял халăхĕ те нумай тăрăшрĕҫ. Хĕрарăмсем ҫурт йĕри-тавра чечексем лартса илемлетрĕҫ, арҫынсем стройка ĕҫĕнче строительсене пулăшса тăчĕҫ.

   Ҫак капмар та илемлĕ Ҫурта уҫма Республикăри сывлăх хуралĕн министерствинчен С.И.Ананьева , Муркаш район администрацийĕн пуҫлăхĕ Р.Н.Тимофеев, Муркаш район больницин аслă врачĕ - Н.А.Кожевников, Москакасси ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ Д.В.Кириллов тата ытти сумлă хăнасем, ял – йыш чылайăн пухăнчĕҫ.

   Сумлă хăнасем ООО «Арко» строителĕсене ял халăхне валли ҫакăн пек илемлĕ Ҫурт хăпартнăшăн, ял-йыша пысăк пулăшу панăшăн, тав сăмахĕсем каларĕҫ, ҫак ҫурта ытларах чирпе мар кăмăлпа пырса ырă канашсем илме пымалла пултăр терĕҫ, ĕҫре уйрăмах палăракансене тав ҫырăвĕсем парса чысларĕҫ.

     Ҫак ялти фельдшер ҫуртĕче 19 ҫултан пуҫласа мĕн тивĕҫлĕ канăва тухичченех вăй хунă, тава тивĕслĕ медицина ĕҫченне Р.Г. Яндушкинăна тав ҫырăвĕ тата асăнмалăх парне парса чыс турĕҫ. Раиса Георгиевна та парăмра юлмарĕ, вăл та сахал мар парнесемпе килнĕ ҫак уява. Хăйне ҫакăн пек чыс тунишĕн, ырă сăмахсем каласа, кама кăна парне парса чысламарĕ пулĕ.

     К. Колесникова, ҫамрăк хĕрача, хăнасене сăвă вуласа пачĕ.

    Фельдшерпа акушер уҫҫине вара, ҫак Ҫуртра ĕҫлеме пуҫлакан, кăҫалхи ҫул алла диплом илнĕ , Т.В.Колесникована тыттарчĕҫ. Ăна ҫак пархатарлă та сумлă ĕҫре ĕҫлеме, ял халăхĕпе яланах пĕр чĕлхе тупма, ăнăҫу сунчĕҫ, мĕн тивĕҫлĕ канăва тухичченех ĕҫлемелле пултăр терĕҫ.

     Хĕрлĕ хăйăва каснă хыҫҫăн хăнасем фельдшерпа акушер Ҫуртне хавас кăмăлсемпе кĕчĕҫ, кунти кашни пӱлĕме кĕрсе пахаларĕҫ. Кашни пӱлĕмĕ ҫутă та таса, кунта халăха йышăнма пĕтĕм условисем пур. Пысăк хак пачĕҫ хăнасем.

     Ял халăхĕ вĕсене валли ҫакăн пек таса та илемлĕ ҫурт хăпартса панишĕн пĕрин хыҫҫăн тепри тав сăмахĕ каларĕ.

    Паллах, уяв тени юрă-кĕвĕсĕр иртмест. Москакасси культура Ҫурчĕ ҫумĕнче йĕркеленнĕ «Шураппа» фольклор ушкăнĕ тав сăмахĕсем каласа юрă хыҫҫăн юрă шăрантарчĕҫ. Куракансем те вĕсемпе пĕрле хаваслансах юрларĕҫ, ташларĕҫ. Чăваш Республикин культура тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕн, Н.М.Кондукторован аллинчи хуткупăс вылянса кăна тăчĕ. Чылайччен янăрарĕ илемлĕ юрă-кĕвĕ сасси Ахмане салинче.

   Москакасси амбулаторийĕн тĕп врачĕ Г.И.Николаева ҫак уява йĕркелеме пулăшнăшăн, Муркашри культура Ҫурчĕн ĕҫченĕсене, Москакасси вăтам шкулĕн хĕрĕсемпе каччисене, артистсене, ял халăхне тав сăмахĕ каларĕ.

   Ял халăхĕ те хăнасем умĕнче парăмра юлмарĕ. Пур килнĕ хăнана та тулли кĕрекене йыхравларĕ, пурне те тутлă кукăль-ҫăмахпа, сим-пыл сăрапа сăйларĕ.

       Чылайччен савăнчĕ ял халăхĕ ҫак савăнăҫлă уявра.

Просмотров: 360 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar