MENU
Главная » 2019 » Июль » 19 » Спортпа туслӑ ачасем
13:50
Спортпа туслӑ ачасем

Спортпа туслӑ ачасем

 

Москакасси ялĕнче пурӑнакан ачасем çуллахи вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшаççĕ. Вĕсем культура Çуртне те, библиотекӑна та хавас кӑмӑлпах çÿреççĕ. Вулама юратакансем кĕнекесене улӑштарсах тӑраççĕ.

Акӑ паян, июлĕн 19-мĕшĕнче, спорта юратакан ачасем кӑнтӑрла культура Çуртне пуçтарӑнчĕç. Дарья Чермакова вĕсемпе тĕрлĕрен интереслĕ вӑйӑсем, тупмалли юмахсем тата спорт вӑййисем туса ирттерчĕ, «Эпир спорт вӑййине суйлатпӑр» тата «Спорт - питĕ чӑнкӑ» икĕ ушкӑнри ачасем çак вӑйӑсене хаваспах хутшӑнса çĕнтерÿçĕ пулма тӑрӑшрĕç. Питех те хĕрÿ иртрĕ спорт вӑййи.

Тÿресем пĕтĕмлетÿ тунӑ хыççӑн çакӑ паллӑ пулчĕ. Икĕ ушкӑнри ачасем те пĕр пек очко пуçтарса çĕнтерÿçĕсем пулса тӑчĕç. Вĕсене пурне те пысӑк тав сӑмахĕ каласа, дипломсемпе тата канфетсем парса саламларĕç культура ĕçченĕсем. Ачасем çакӑнпа питех те кӑмӑллӑ юлчĕç.  «Çакӑн пек спорт вӑйӑсене татах хутшӑнма хавас», - терĕç ачасем килелле çул тытнӑ чух.

Просмотров: 243 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar