MENU
Главная » 2019 » Июнь » 27 » Сывӑ пул юратнӑ шкул
08:10
Сывӑ пул юратнӑ шкул

Сывӑ пул юратнӑ шкул

 

Москакасси вӑтам шкулĕнчен кӑçал 5 хĕр - пике вĕренсе тухрĕ. Çак хĕрсем пĕринчен тепри маттуртарах вĕренсе пĕтерчĕç. 5 хĕртен Анастасия Потрякова ылтӑн медальпе вĕренсе тухрĕ, Татьяна Фектистова хĕрлĕ дипломпа, ытти хĕрсем те вĕсенчен ытла каях юлмасӑр 4 тата 5 паллӑсемпе дипломсем алла илчĕç. Çак 5 хĕр хушшинче «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнне хӑй вӑхӑтĕнче çÿресе, самаях ырӑ ĕç тунӑччĕ. Ăçта кӑна çитсе вĕсем ташласа куракансене савӑнтарнӑччĕ. Тĕрлĕ конкурсене хутшӑнса яланах çĕнтерÿçĕ пулса таврӑннӑ. Москакасси культура Çурчĕн ĕçченĕсем çак маттур хĕрсене саламлама юлашки уяв каçне çитсе килчĕç. «Шуçӑм» ушкӑнне çÿрекен хĕрсене вӑтам шкултан ӑнӑçлӑ вĕренсе тухнӑ ятпа тав сӑмахĕ каласа чечек çыххисем тата асӑнмалӑх парне парса чыс турĕç. Акӑ вĕсем: Анастасия Потрякова, Татьяна Феоктистова тата Анастасия Антонова.

Çак чипер те маттур хĕрсене малашнехи пурнӑçра тĕрĕс çул суйласа илсе, аслӑ çул çине тухма ӑнӑçу сунатпӑр! Телейлĕ çул пултӑр сире чипер те пултаруллӑ хĕрсем!

Просмотров: 339 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar