MENU
Главная » 2017 » Сентябрь » 30 » Уяв "Камӑлăма ярам ирӗке".
10:17
Уяв "Камӑлăма ярам ирӗке".

   Хорнуй тӑрӑхӗнче пурӑнакан аслӑ ӑрури хисеплӗ ентешсене хисеп туса авӑн уйăхӗн 28-мӗшĕнче Тойкилтӗри культура çуртӗнче пӗтӗм Тӗнчери ватӑ çынсен кунне уявларӗç.

     Уяв «Камӑлăма ярам ирӗке» ятпа иртрӗ. Чи малтанах залра пуçтарӑннӑ хисеплӗ ветерансене Хорнуй ял поселенийӗн пуҫлǎхӗ  Манефа Валериановна Колесникова саламларӗ. Пурне те ҫирӗп сывлǎх, вǎрǎм кун-ҫул, канлӗ ватлǎх, ҫемьере телейпе килӗшӳ сунчӗ.

   Çавӑн пекех ял-хуçалӑхӗнче нумай çул тӑрӑшса ӗçленӗ ветерансене сума суса Агрофирма «Путь Ильича» хуçалӑхăн ертÿçи Богданов Александр Николаевич сӑмах илчӗ. Хисеплӗ ватӑ çынсене пархатарлӑ ӗçӗсемшӗн, вӗсем пурнӑçра яланах ырӑ тӗслӗх пулнине çирӗплетсе пурне те тав сӑмахӗ каларӗ, уяв ячĕпе чун-чĕререн саламларӗ, ырлăх-çитлĕх, ватлăх кунĕсенче канлĕх, çамрăксенчен пысăк тимлĕх сунчӗ.

    Малалла уява хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Купцова Зоя Геннадьевна, пенсионерсен совечӗн председателӗ Исакова Маргарита Михайловна, Тойкилтӗри Культура çурчӗн ертÿçи Железнова Юлия Аркадьевна йӗркелесе  ертсе пычӗç. Вӗсем уяври кашни хисеплӗ ветеранӑн шӑпине аса илчӗç, хӑнасене сӑмах пачӗç, вӗсен ӗçри ÿсӗмӗсемпе хавхаланчӗç, сумлӑ юбилярсене саламларӗç.

   Агрофирма «Путь Ильича» хуçалӑх укçа-тенкӗ парса пулӑшнипе, Хорнуй администрацийӗ, ялти халӑх тата культура ӗçченӗсем тӑрӑшнипе  уяври хӑнасене вӗри яшкапа тата ытти тӗрлӗ апат-çимӗçпе сӑйларӗç.

   Хисеплӗ ветерансене халалласа Хорнуй тӑрӑхӗн культура ӗçченӗсем уяв концерчӗ йӗркелерӗç. Уява пуçтарӑннӑ хисеплӗ асаттепе-асаннесене Николаева М.А. ертсе пыракан «Мастерилка» кружокне çÿрекен  ачасем парнесем парса чысларӗç, сӑвӑсем каласа пачӗç. Волкова Л.Ю. тата Петрова О.С. ертсе пыракан «Огоньки» тата «Грация» ташӑ ушкӑнӗсем илемлӗ ташшисемпе савӑнтарчӗç. Куракансене уйрӑмах Железнов В.В. ертсе пыракан «Хӗлхем» тата «Кӗсми урам кинӗсем» ушкӑнӗсен юррисем тыткӑнларӗç.

     Залри хӑнасем пурте пĕрле илемлӗ чӑваш юррисене шарантарчӗç, тепӗр кана ташларӗç, пӗр-пӗринпе курса чун-чӗререн калаçрӗç, çамрӑклӑха аса илчӗç. Çавӑн пекех пурте пӗрле пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирттернӗ «Анне пурри-телей» куравпа паллашрӗç.

    Паянхи кун эпир чуна чи çывӑх, мухтава тивӗçлӗ, чи сумлӑ ӗç ветеранӗсене чун-чӗререн саламлатпӑр. Эсир хӗвел пайӑрки пек хӑвӑрӑн чун ӑшшине парнелетӗр, савӑнтаратӑр, хӑвӑрӑн пуян пурнӑçри ӑс-тӑнлӑха çамрӑк ӑрӑва парнелесе вӗрентсе пыратӑр. Уяв ячӗпе сире,  хисеплӗ тата тивӗçлӗ аслӑ ăрури тӑвансем!

Просмотров: 386 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar