MENU
Главная » 2019 » Июнь » 26 » Усӑллӑ тĕл пулу
14:38
Усӑллӑ тĕл пулу

Усӑллӑ тĕл пулу

 

Москакасси культура Çуртĕнче вырнаçнӑ библиотекӑна июнĕн 26-мĕшĕнче Москакасси вӑтам шкулĕнчи «Смешарики» кану лагерне çÿрекен ачасем килсе çитрĕç. Ачасемпе пĕрле учительсем тата вожатӑйсем пулчĕç. Вĕсене культура ĕçченĕсем хаваспах кĕтсе илчĕç. Ачасене Любовь Ванюшкина çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарчĕ, вулас текенсем кĕнекесем çырӑнса илчĕç. Библиотека ертÿçи ачасене наркомани сиенĕ çинчен кĕскен каласа ӑнлантарчĕ. Ачасем стена çине çакнӑ  сӑн  ÿкерчĕкĕсене те пӑхса çаврӑнчĕç. Хӑйсен сӑнĕсене курсан хаваслансах кайрĕç.

Урама тухсан та ачасем кану вырӑнĕнче хӑйсем илнĕ кĕнекесене вулама пуçларĕç. Вĕсемшĕн чӑннипех те çак тĕл пулу усӑллӑ пулчĕ. Каяс умĕн пурте тав сӑмахĕсем каласа, татах килĕпĕр-ха тесе хӑварчĕç.

Просмотров: 200 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar