MENU
Главная » 2019 » Февраль » 08

«Чăвашкино» Йÿçкасси культура çурчĕнче хăнара!

Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче  Йÿçкасси культура çурчĕнче халăх лăк тулли пулчĕ. Пирĕн пата хăнана «Чăвашкино» пĕрлешĕвĕн ĕçченĕсем килсе çитрĕç, весем хушшинче пирĕн ентеш, Йÿçкасси ял каччи Зотиков Алексей Валерьевич та пулчĕ. Вăл хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе шкул ачисене паллаштачĕ, вĕсен тавра-курăмне пуянлатма, хамăр несĕлсене асра тытма «Священная роща чувашского кинематографа» тата «Иван Яковлев –çамрăксен чĕринче» илемлĕ фильмсем кăтартрĕç. Çак фильмсем куракансен кăмăлне кайрĕç, чунне тыткăнларĕç.

Паянхи тĕлпулу ачасен асĕнче нумайлăха юласса шанас килет.

 

... Читать дальше »

Просмотров: 271 | Добавил: Алина | Дата: 08.02.2019 | Комментарии (0)