MENU
Главная » 2019 » Февраль » 5 » 50 çул – паллӑ çул
18:42
50 çул – паллӑ çул

50 çул – паллӑ çул

1969 - мĕш çулхи февралĕн 4-мĕшĕнче Москакассиинчи «Передовик» колхоз пулнӑ хуçалӑха совхоз туса хунӑ. Вӑхӑтра «Передовик» хуçалӑх   чи вӑйлӑ хуçалӑхсенчен пĕри шутланса тӑнӑ. Шел пулин те, вӑхӑт кайнӑ çемĕн çак чаплӑ хуçалӑх паянхи кун саланмаллипех саланчĕ.

Вӑхӑтра «Передовик» хуçалӑха малти рете кӑларас тесе тĕлĕнмелле тӑрӑшса ĕçленĕ ял ĕçченсем. Паллах, вĕсене пултаруллӑ ертÿçĕсем ертсе пынӑ. Сӑмахран, В.С.Краснова таврара пĕлмен çын та çук. Вӑл нумай çул хушши «Передовик» хуçалӑх ертÿçи пулса ĕçленĕ. Вӑл ертсе пынипе хуçалӑх çÿлтен çÿле çĕкленсе пынӑ. Районта кӑна мар, Республикӑра та Раççĕй шайĕнче те тивĕçлĕ хак панӑ вĕсем тӑрӑшса ĕçленине. Паянхи кун асӑнмалли кӑна юлчĕ ĕнтĕ çак хуçалӑх пирки.

Хуçалӑхра чуна парса ĕçленĕ, паянхи кун тивĕçлĕ канӑва тухнӑ ветерансем тата çамрӑк ĕçченсем пĕр шухӑшлӑ пулса, «Передовик» хуçалӑх 50 çул тултарнине паллӑ тӑвас тесе шутланӑ. Çак тĕл пулӑва хуçалӑхра ĕçленĕ çынсене Москакассинчи культура Çуртне февралĕн 4 – мĕшĕнче кӑнтӑр иртни 1 сехете йыхравланӑ.

Асӑннӑ вӑхӑта культура Çуртне халӑх самаях пуçтарӑнчĕ, çав хушӑра малтан хуçалӑха ертсе пынӑ ертÿçĕсем: Н.В.Потряков тата З.П.Кожевникова та пулчĕç. Чӑн малтанах килнĕ хӑнасене хуçалӑхра нумай çул хушши поварта ĕçленĕ Е.А.Пушкина пирки ÿкернĕ видеофильма кӑтартрĕç культура ĕçченĕсем. Куракансене питех те килĕшрĕ çак ролик.

Пуçтарӑннӑ халӑха Калайкасси вӑтам шкулĕнчи 3-мĕш класра вĕренекен ачасем («Сывлӑмпи» фольклор ушкӑнĕ) илемлĕ   концертпа савӑнтарчĕç. Класс ертÿçи А.Н.Данилова ачасене чӑвашла калаçма, юрлама тата ташлама çав тери тĕплĕн вĕрентнĕ. Чӑваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Кондукторова, ачасене баянпа выляса ташлаттарса юрлаттарчĕ. Ачасем хавхаланса, тӑрӑшса такмакласа ташларĕç. Концерт вĕçленсен, ачасене пылак çимĕçсем парса хавхалантарчĕç.

Уява уçма малтанах Н.В.Потряков сӑмах илчĕ. Вӑл пурне те çак куна паллӑ тума пуçтарӑннӑ ĕçтешсене тав сӑмахĕ каларĕ. Вӑхӑтра хуçалӑхра мĕнле ĕçлесе пыни çинчен кĕскен аса илчĕ. Л.Туктина çыравçӑ, В.С.Красновӑн 80 çулхи юбилей ячĕпе çырнӑ «Рожденные временем» кĕнекине уйрӑм çынсене парнелерĕ.  З.П.Кожевникова та çак сумлӑ куна паллӑ тума пуçтарӑннӑ халӑха саламларĕ. Хуçӑлӑх саланса кайнишĕн чунтанах пӑшӑрханса калаçрĕ. Уява паллӑ тума пуçтарӑннӑ, хуçалӑха вӑхӑтра атлантарассишĕн самай вӑй хурса ĕçленĕ ĕçченсем те сӑмах илмесĕр чӑтаймарĕç. Калаçу чылая тӑсӑлчĕ. Калаçса пĕтернĕ хыççӑн, кĕреке хушшине вырнаçрĕç хӑнасем. Кунта та вĕсен   калаçӑвĕ малалла тӑсӑлчĕ. 

Москакасси культура Çурчĕн ĕçченĕсем те пухӑннисене уяв ячĕпе ӑшшӑн саламласа, юрӑсем юрласа хавхалантарса тӑчĕç. Килнĕ хӑнасене илемлĕ чӑваш кĕввисемпе ташӑ картине те йыхравларĕç. Ял халӑхĕ питех те кӑмӑллӑ юлчĕ çак тĕл пулупа. Çакӑн пек тĕл пулусем пуласса шансах тӑчĕç. Вĕсен халĕ пуçтарӑнса калаçмалли вырӑнĕ те культура Çурчĕ кӑна.

Эпир культура ĕçченĕсем вĕсене йышӑнма яланах хавас.

 

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

       

      

      

      

Просмотров: 297 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar