MENU
Главная » 2019 » Май » 16 » Çĕнĕлĕх пĕлсе килтĕмĕр
14:40
Çĕнĕлĕх пĕлсе килтĕмĕр

Çĕнĕлĕх пĕлсе килтĕмĕр

 

Паян, майӑн 16-мĕшĕнче, Шупашкарти Туслӑх керменĕнче Республикӑри культура ĕçченĕсене сусӑр ачасемпе мĕнле ĕçлесе пымалли çинчен черетлĕ вĕрентÿ туса ирттерчĕç. Пирĕн Муркаш районĕнчен 4 культура ĕçченĕ çак курсра пулса килчĕ, çав хушӑра Москакасси культура Çуртĕнчен манӑн та пулма тÿр килчĕ.

Вĕрентĕве Шупашкарти тĕрлĕ учрежденинчи тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем ирттерчĕç. Сусӑр ачасемпе мĕнле калаçмаллине, мĕнле ĕçсем тата вӑйӑсем туса ирттерессине, концертсем йĕркелессине каласа тата практикӑра кӑтартса пачĕç. Çак çĕнĕлĕхре вĕренмелли тата пĕлмелли питех те нумай пулчĕ пуриншĕн те.

Вĕренÿ хыççӑн пурне те ку керменте йĕркеленĕ музея йыхравларĕç. Кунта та пӑхса тĕлĕнмелли çав тери нумай пулчĕ. Эпир, культура ĕçченĕсем, çак вĕрентÿпе тата музери асамлӑхсене курнипе пурте кӑмӑллӑ юлтӑмӑр.

 

Просмотров: 288 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar