MENU
Главная » 2019 » Май » 26

Хаваслӑ ташӑ уявĕ

 

Ташӑ кунне тĕрлĕ халӑхсем хушшинче çулсенренех апрелĕн 29-мĕшĕнче туса ирттереççĕ пулсан, çак уява эпир те Москакасси культура Çуртĕнче май вĕçĕнче туса ирттеретпĕр. Кӑçалхипеçак уява, ташӑ ушкӑнĕсене ертсе пыракан И.В.Петрова тӑрӑшнипе,10-мĕш çул туса ирттертĕмĕр. Искусствӑ шкулĕн филиалне 25 çул каялла Москакасси вӑтам шкулĕнче йĕркелесе янӑ, «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнне, ятарлӑ пĕлÿ илмен пулсан та, çамрӑк хĕр 1989-мĕш çултан пуçласа ертсе пыма пуçланӑ. Çак маттур та пултаруллӑ   хĕр ушкӑнсене ертсе пыма ятарлӑ пĕлÿ илсе, паянхи кунччен Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакан çамрӑксене асамлӑ та илемлĕ ташӑсем вĕрентсе пырать. Ăна кура, унӑн юратнӑ хĕрĕ Мария та пĕлтĕр Республикӑри хореографи училищинче вĕренме кĕнĕ, çав хушӑрах хӑйĕн пултарулӑхне Москакасси çамрӑкĕсене кӑтартса, вĕрентсе ... Читать дальше »

Просмотров: 277 | Добавил: Алина | Дата: 26.05.2019 | Комментарии (0)