MENU
Главная » 2019 » Май » 8 » Çĕнтерÿ кунĕ – 74 çул
16:40
Çĕнтерÿ кунĕ – 74 çул

Çĕнтерÿ кунĕ – 74 çул

 

Москакасси ял тӑрӑхĕнче 74-мĕш çулхи Çĕнтерÿ кунне пĕтĕм ял-йышпа Москакасси ялĕнчи палӑк умĕнче чыслӑн паллӑ туса ирттертĕмĕр. Çанталӑкĕ те янкӑр та уçӑ тӑчĕ çак кун.

Палӑк умĕнче ирех илемлĕ кĕвĕ янӑрама пуçларĕ.  шкул ачисем салтаксем пек икшерĕн - икшерĕн улшӑнса караулта тӑчĕç. Палӑртнӑ вӑхӑта палӑк умне ватӑ та сумлӑ асаннесем пуçтарӑнчĕç, шел пулин те асаттесем килеймерĕç. Шкул ачисем тата учительсем йышлӑн килчĕç. Ачасем хӑйсен аслашшĕсен сӑн ÿкерчĕкĕсемпе Çĕнтерÿ кунĕн уявне хӑт кĕртрĕç.

Митинга Москакасси ял тӑрӑхĕн пуçлӑхĕ Д.В.Кириллов уçрĕ. Вӑл уява пухӑннисене Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламларĕ, çирĕп сывлӑх сунчĕ, килес çул та пĕрле 75 çулхи Çĕнтерÿ кунне пĕрле кĕтсе илме телей сунчĕ. О.В.Тимофеева Муркаш район администрацийĕ ячĕпе пурне те ӑшшӑн саламларĕ. Сумлӑ асаннесене тылра нимĕнле йывӑрлӑха пӑхмасӑр çĕрне кунне - пĕлмесĕр ĕçлесе, Çĕнтерĕве пĕтĕм халӑхпа пĕрле кĕтсе илнишĕн чунтан тав турĕ. Москакасси вӑтам шкул директорĕ те çак сӑмахсене çирĕплетсе, малашне мирлĕ пурнӑçпа кӑна пурӑнасчĕ терĕ.

Москакасси вӑтам шкулĕнчи 7-мĕш класс ачисем Çĕнтерÿ кунне халалласа литмонтаж лартса пачĕç, юрларĕç, çавӑн пекех парад пӑхма та пултарчĕç Çĕнтерÿ кунне паллӑ тума пухӑннисем. Парад вĕçленнĕ хыççӑн, шкул ачисемпе тата учительсем «Вилĕмсĕр полк» колоннӑпа ял тӑрӑх утрĕç. Юлашкинчен килнĕ асаннесене салтак пӑттипе хӑналарĕç. Уяв питех те лӑпкӑ иртрĕ. Пурте кӑмӑллӑ юлчĕç.

Çав кунах Москакасси ялĕнче пурӑнакан, Ленинград блокадинче пулнӑ, П.В.Живойкина патне ял тӑрӑхĕн пуçлӑхĕ Д.В.Кириллов, Муркаш район администрацийĕн представителĕ О.В.Тимофеева тата культура ĕçченĕсем Çĕнтерÿ ячĕпе саламлама çитсе килчĕç. Куççулĕ витĕр кĕтсе илчĕ пире П.Васильевна. Чылай вӑхӑт хушши калаçса лартӑмӑр сĕтел хушшинче. Вӑрçӑ вӑхӑтĕнче чӑтса ирттернĕ нуша курнӑ самантсем пирки куççулĕ витĕр каласа пачĕ хӑнасене блокадница. Юлашкинчен хӑйне манманшӑн чунтанах тав сӑмахĕ каларĕ. Татах килсе çÿреме ыйтрĕ хӑнасене тарават кинемей.

 

Просмотров: 237 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar