MENU
Главная » 2019 » Май » 10 » Çĕнтерÿ кунне халалланӑ концерт
10:20
Çĕнтерÿ кунне халалланӑ концерт

Çĕнтерÿ кунне халалланӑ концерт

 

Кӑçал фашистла Геерманине çапса аркатнӑранпа 74 çул çитрĕ. Çак Çĕнтерÿ кунне халалласа Москакасси культура Çуртĕнче майӑн 9-мĕшĕнче уяв концерчĕ пулчĕ. Концерта «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕн юрӑçисем, конкурсенче çĕнтернĕ çамрӑк юрӑçсем тата ташӑ ушкӑнĕ хӑйсен илемлĕ юрри – ташшисемпе пуянлатрĕç.

Ертсе пыракан концерта, П.Воробьев çырнӑ «Ēмĕрлĕхех асра Çĕнтерÿ» сӑвӑ йĕркисемпе пуçларĕ.  Концерт программинче ытларах вӑрçӑпа çыхӑннӑ юрӑсемпе ташӑсем тата хальхи вӑхӑтри юрӑсем пулчĕç. Кашни тухакан артиста, залра ларакансем, тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç. Юрӑçсем юрланӑ юрӑсем кашнин чĕри витĕр тухрĕç. А.Тимофеев, И.Чубарова, Д.Чермакова, В.Макарова, С.Николаев, Р.Семенов, Р.Олангина, Ф.Автутова тата М.Кораблева юрӑçсене çав тери ӑшшӑн кĕтсе илчĕç. Ташӑ ушкӑнĕсене те тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç куракансем. Пурин кӑмӑлне те тивĕçтерме пултарчĕç артистсем.

Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе пуян та илемлĕ концерт пӑхса саванчĕç Москакассисем.

Просмотров: 289 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar