MENU
Главная » 2019 » Февраль » 17 » Çĕнтерÿпе таврӑнчĕç
15:00
Çĕнтерÿпе таврӑнчĕç

Çĕнтерÿпе таврӑнчĕç

Февралĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта Чӑваш Патшалӑх       культура институтĕнче тĕрлĕ халӑхсем хушшинче ташӑ, театр тата тĕрлĕ инструментсемпе вылякансем хушшинче иртекен IV фестиваль конкурс пулса иртрĕ. Çак конкурса Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕн ташӑ ушкӑнĕ тата «Калинка» тĕслĕх ташӑ ушкӑнĕ хутшӑнчĕ. Çак ушкӑнсене конкурса хутшӑнма Ирина Васильевна Петрова çав тери тĕплĕн хатĕрленĕ. «Конкурса хутшӑнакансен шучĕ çав тери нумай пулчĕ. Ирхи 9 сехетрен пуçласа каçхи 6 сехетченех тӑсӑлчĕ конкурс»,- тесе пĕлтерчĕ ертÿçĕ.

Пирĕн çамрӑк ташӑçӑсем хӑйсен пултарулӑхне тивĕçлипех кӑтартма пултарчĕç.  Çавӑнпах пулĕ тÿресем вĕсен ташшисене тивĕçлĕ хак панӑ.

- «Ташлар-ха савӑнса» Iстепенлĕ дипломант;

- «Пушкӑрт халӑх ташши» Iстепенлĕ лауреат

Эпир те çак ушкӑнсене чун-чĕререн саламлатпӑр. Малашне те пысӑк çитĕнÿсем туса пыма ӑнӑçу сунатпӑр. И.Петрована уйрӑмах пысӑк тав сӑмахĕ калатпӑр! Пирĕн ачасене ташӑ искусствинче тĕрĕс те илемлĕ ташлама вĕрентессишĕн чуна парса ĕçленĕшĕн чунтан тав тӑватпӑр! Ăнӑçу сире малашне те!

      

         

      

         

      

    

Просмотров: 297 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar