MENU
Главная » 2019 » Февраль » 15 » Çветтуй Валентинӑсен кунĕ ячĕпе - илемлĕ концерт
07:50
Çветтуй Валентинӑсен кунĕ ячĕпе - илемлĕ концерт

Çветтуй Валентинӑсен кунĕ ячĕпе - илемлĕ концерт

Февралĕн 14-мĕшĕ – Çветтуй Валентинӑсен кунĕ. Çак куна халалласа Москакасси культура Çуртĕнче чаплӑ та илемлĕ концерт пулса иртрĕ. Концерт пӑхма килнисене культура ĕçченĕсем Çветтуй Валентинӑсен кунĕ ячĕпе ӑшшӑн саламласа Валентинкӑсем парса тухрĕç. Куншӑн культура Çуртне пухӑннисем тав сӑмахĕсем каларĕç.  Концерта хамӑр тӑрӑхра çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта чӑваш эстрада юрӑçисемпе ĕçлесе пыракан Ирина Кораблева ӑста ертсе пычĕ. Унӑн ушкӑнĕнче Николай Кузьминпа Алина Савельева юрӑçсем пулчĕç. Залра ларакансене вĕсем чӑваш тата вырӑс эстрада юррисемпе хавхалантарчĕç. Вĕсем юрланӑ юрӑсемпе куракансем савӑнсах юрласа ташларĕç. Концерт вӑхӑтĕнче И.Кораблева   залра ларакансемпе тĕрлĕрен вӑйӑсем туса ирттерчĕ. Вӑййа хутшӑнакансене юрӑçсем асӑнмалӑх парнесем парса чысларĕç. Чылая тӑсӑлчĕ уяв концерчĕ.

Москакассисем артистсене тав сӑмахĕсем каларĕç, татах илемлĕ концертсемпе килсе савӑнтарма ыйтрĕç. Килелле савӑк кӑмӑлсемпе   саланчĕç Москакасси тӑрӑхĕнче пурӑнакансем.

 

      

      

      

      

      

      

   

 

 

 

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 

Просмотров: 257 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar