MENU
Главная » 2019 » Май » 8 » Юськасинское сельское поселение с размахом отметило День Победы!
16:55
Юськасинское сельское поселение с размахом отметило День Победы!

Юськасинское сельское поселение с размахом отметило День Победы!

 

Аслă Çĕнтерÿ хыççăн 74  çул иртнĕ майпа Йÿçкассинче вăрçă ветеранĕсене, ĕç ветеранĕсене, тăлăх арăмĕсене, вăрçă ачисене халалласа мероприяти иртрĕ.

Малтанах Мадикри, Панклири «Совет салтакне», Вăрманкасри «Чăваш амăшнĕ» паллăксем умне чечек çиххисем хурчĕç.

Йÿçкассинче шкул ачисем,  вăрçă ачисем, Афган, Чечня вăрçин участникĕсем «Вилĕмсĕр полкра» утрĕç. Паллăк умне чечек çиххи хурчĕç. Вăрçăра пуç хурнисене, пирĕнтен  уйрăлнă вăрçă ветеранĕсене асăнса шăплăх минучĕ иртрĕ.

Ветерансене, ял тăрăх пуçлăхĕ А. Кузьмин, Муркаш район социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи В.Аникина, Йÿçкасси чиркÿ настоятелĕ Сергий атте, Афган  тата Чечен вăрçин участникĕсем саламларĕç.

Шел пулин те, кăçал пирĕнтен юлашки Аслă вăрçăн ветеранĕсем П.К. Кузьминпа В.А. Андреев ĕмерлĕхех уйрăлчĕç.

Культура ĕçченĕсем, шкул ачисем хаваслă концерт лартса савăнтарчĕç. Ракашри вăрçăн тăлăх арăмĕ Валентина Ярдыкова хайĕн çулне пăхмасăр юрă шăрантарса парчĕ.

Çак мероприятие малалла тăсса Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи çамрăксем футболла вылясипе ял тăрăхĕн пуçлăх кубокне çĕнсе илессишĕн турнир иртерчĕç.

Эпир ветерансене çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр. Тавах сире мирлĕ çÿл тÿпешĕн.

 

      

      

      

      

      

   

 

Просмотров: 241 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar