MENU
Главная » 2019 » Февраль » 22 » «Кӑмӑл» ушкӑн кӑмӑллӑ концертпа.
09:50
«Кӑмӑл» ушкӑн кӑмӑллӑ концертпа.

    Февралĕн 22-мĕшĕнче урамра асар-писер çанталӑк тӑчĕ пулин те, Москакасси культура Çуртне концерт пӑхма кӑмӑллакансем пуçтарӑнчĕç. Концерта Ярославка культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Кӑмӑл» халӑх вокал тата «Девчата» ташӑ пултарулӑх ушкӑнĕсем лартса, куракансене савӑнтармаллипех савӑнтарчĕç. Художествӑ пултарулӑх ушкӑнĕн пултаруллӑ ертÿçи Юрий Усов, ташӑсене лартаканĕ Полина Волкова пулчĕç. Юрласа- ташлаканĕсем пурте çамрӑксем пулни те савӑнтарчĕ залра ларакансене.  Мĕн тери илемлĕ ташӑ пӑхса киленчĕç, шӑпчӑк пек сасӑпа шӑрантарнӑ юрӑсем чĕре витĕрех тухрĕç çак каç.  Кашни артистах тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç Москакассисем. «Кун пек илемлĕ концерта ирчченех пӑхма хатĕр терĕç», куракансем.

      Пĕр сӑмахпа каласан, çÿллĕ шайра иртрĕ çак концерт. Концерт хыççӑн тепĕр хутччен ура çине тӑрса тӑвӑллӑн алӑ çупса саламларĕç артисене. Чӑннипех те «Кӑмӑл» ушкӑнĕн концерчĕ кӑмӑллӑ иртрĕ. 

     Эпир те культура ĕçченĕсем çак пултарулӑх ушкӑнне çÿрекен артистсене, малашне те илемлĕ концертсемпе халӑха савӑнтарма ӑнӑçу, телей сунатпӑр! Ертсе пыракансене   илемлĕ концертшӑн, ял халӑхĕ ячĕпе тав сӑмахĕ калатпӑр!

Чӑваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ                                                 Г.Голубева

Просмотров: 307 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar