MENU
Главная » 2019 » Май » 4 » Кӑмӑлсене çĕклерĕç
11:32
Кӑмӑлсене çĕклерĕç

Кӑмӑлсене çĕклерĕç

 

Москакасси культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ пултарулӑх ушкӑнĕсене кирек ӑçта кайсан та куракансем ӑшӑ кӑмӑлпа кĕтсе илеççĕ. Акӑ черетлĕ концерт программипе, майӑн 3-мĕшĕнче, «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ, Шупашкар районĕнчи Чантӑрти культура Çуртĕнче куракансене хӑйĕн пуян та интереслĕ программипе савӑнтарса çурхи ӑшӑ кӑмӑл парнелерĕ. Икĕ сехете яхӑн тĕрлĕрен сюитӑсемпе, ташӑсемпе, шÿтсемпе хавхалантарса тӑчĕç артистсем Чантӑр халӑхне. Уйрӑмах Д.Чермакова, Р.Семенов, Г.Вастрюкова, Ф.Автутова уйрӑм юрӑçсене, шÿт ӑстине тата юрӑçа С.Николаева, ушкӑнпа юрлакансене, шÿтлĕ сценка лартакансене Н.Захаровпа Л.Ванюшкинӑна тӑвӑллӑн алӑ çупса тепĕр хут тухма ыйтни чуна савӑнтарать. Апла пулсан, Москакасси артисчĕсем халӑха хӑйсен пултарулӑхĕпе савӑнтарни тата тĕлĕнтерни куç кĕретех. Куракансемшĕн кашни тухакан артист пысӑк парне пулчĕ çак каç.

Концерт вĕçленсен, культура Çурчĕн ертÿçи В.А.Иванова ял-йыш ячĕпе чун-чĕререн тухакан тав сӑмахĕ каларĕ. Залра ларакансем ура çине тӑрса вӑл каланӑ сӑмахсене чылайччен тӑвӑллӑн алӑ çупса çирĕплетрĕç. Концертсемпе татах килсе савӑнтарма ыйтрĕç.

«Шуçӑм» артисчĕсем килелле тулли кӑмӑлсемпе таврӑнчĕç.

Просмотров: 197 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar