MENU
Главная » 2019 » Май » 26 » Хаваслӑ ташӑ уявĕ
09:59
Хаваслӑ ташӑ уявĕ

Хаваслӑ ташӑ уявĕ

 

Ташӑ кунне тĕрлĕ халӑхсем хушшинче çулсенренех апрелĕн 29-мĕшĕнче туса ирттереççĕ пулсан, çак уява эпир те Москакасси культура Çуртĕнче май вĕçĕнче туса ирттеретпĕр. Кӑçалхипеçак уява, ташӑ ушкӑнĕсене ертсе пыракан И.В.Петрова тӑрӑшнипе,10-мĕш çул туса ирттертĕмĕр. Искусствӑ шкулĕн филиалне 25 çул каялла Москакасси вӑтам шкулĕнче йĕркелесе янӑ, «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнне, ятарлӑ пĕлÿ илмен пулсан та, çамрӑк хĕр 1989-мĕш çултан пуçласа ертсе пыма пуçланӑ. Çак маттур та пултаруллӑ   хĕр ушкӑнсене ертсе пыма ятарлӑ пĕлÿ илсе, паянхи кунччен Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакан çамрӑксене асамлӑ та илемлĕ ташӑсем вĕрентсе пырать. Ăна кура, унӑн юратнӑ хĕрĕ Мария та пĕлтĕр Республикӑри хореографи училищинче вĕренме кĕнĕ, çав хушӑрах хӑйĕн пултарулӑхне Москакасси çамрӑкĕсене кӑтартса, вĕрентсе пырать.

И.Петрова тата пултаруллӑ А.Макаров художествӑ пултарулӑх ертÿçи тӑрӑшнипех, «Шуçӑм» ушкӑн 1996-мĕш çулта  «халӑх» ятне илме тивĕçнĕ. Паянхи кунччен те çак ушкӑн хӑйĕн ятне çÿлти шайра тытса пыма тӑрӑшать.

Çак çулсем хушшинче ташӑ ушкӑнĕ  Дагестанра, Махачкалара, Кизлярта, Пензӑра, Волгоградра, Азербайджанра, Самарӑра, Молдавинче, Севастопольте, Казахстанра, Краснодарта, Мускавра, Чул Хулара тата нумай нумай çĕрте хӑйĕн пултарулӑхĕпе куракансене савӑнтарнӑ. Тĕрлĕ-тĕрлĕ конкурсене хутшӑнса яланах çĕнтерÿçĕ ятне илме тивĕçнĕ. «Шуçӑм» ушкӑнĕн ташӑçисем кӑçал та тĕрлĕ конкурсене хутшӑнса мĕн чÿхлĕ çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçмен пулĕ, каласа та пĕтереймĕн.

Майӑн 25-мĕшĕнче Москакасси культура Çурчĕ куракансемпе тата ташлакансемпе лӑк тулли тулса ларчĕ. Концерт программи анлӑ та интереслĕ пулчĕ. Мĕн тĕрлĕ ташӑ-юрӑ курса савӑнмарĕç пулĕ залра ларакансем. Садик ачисенчен пуçласа «Шуçӑм» ушкӑнĕн хĕрĕсемпе каччисем таранах тĕрлĕ халӑх ташшисем ташласа савӑнтарчĕç çак савӑнӑçлӑ уявра. 3 сехет хушши куракансем асамлӑ ташӑ тĕнчинче пулса курчĕç.

Юлашкинчен ташӑ ушкӑнне йĕркелесе пыракан пултаруллӑ ертÿçĕне, И.В.Петрована, Муркаш районĕн Централизациленĕ клуб системин ертÿçи, И.А.Смирнов, ячĕпе Москакасси культура Çурчĕн ертÿçи тав çырӑвĕ парса чыс турĕ. Çавӑн пекех «Шуçӑм» ушкӑна çÿрекен хĕрсемпе каччӑсем те тав çырӑвĕсене тивĕçрĕç.

Ачасем вара, юратнӑ ертÿçĕне, И.В.Петрована чечек çыххисем айнех турĕç. Уяв пурин кӑмӑлне те çĕклерĕ, уйрӑмах ашшĕ-амӑшĕсем кӑмӑллӑ юлчĕç. Пултаруллӑ ертÿçĕне ашшĕ-амӑшĕсем хӑйсен ачисене çавӑн пек илемлĕ ташӑсем вĕрентсе пынишĕн, тав сӑмахĕсем каласа, чечексемпе тата парнесем парса чысларĕç.

Чӑн-чӑн уявах пулса иртрĕ культура Çуртĕнче. Хавас та тулли  кӑмӑлсемпе килелле саланчĕç уявран.

 

      

      

   

 

 

Просмотров: 278 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar