MENU
Главная » 2019 » Май » 25 » Кинофестивальте пулнишĕн савӑнатӑп
11:42
Кинофестивальте пулнишĕн савӑнатӑп

Кинофестивальте пулнишĕн савӑнатӑп

 

Майӑн 24-мĕшĕнче Тĕрлĕ халӑхсем хушшинче 4 кун хушши Шупашкарта ирттернĕ XII кинофестивале савӑнӑçлӑ лару –тӑрура Оперӑпа балет театрĕнче хупрĕç. Хӑнасене оркестр илемлĕ кĕвĕпе кĕтсе илчĕ. Ертсе пыракансем кавир тӑрӑх уява килекен хаклӑ хӑнасемпе паллаштарса тӑчĕç. Зала кĕрсе вырнаçсан, уявӑн тĕп геройĕ, уява уçнӑ чухнехи пекех, Чарли Чаплин пулчĕ.

Уява ертсе пыракансем РСФСР тава тивĕçлĕ артистки Ангелина Вовкпа Владимир Тимофеев пулчĕç. Уява уçма Чӑваш Республикин пуçлӑхне М.В.Игнатьева сцена çине йыхравларĕç. М.В. Игнатьев пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, çакӑн пек кинофестиваль Шупашкарта çултан-çул вӑйланса, аталанса пытӑр терĕ юлашкинчен.

Фестивале хутшӑнса çĕнтерÿçĕ пулса тӑнӑ фильмсен режисерĕсене, «Чи лайӑх хĕрарӑм тата арçын» ролĕсене вылянӑ çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе парнесем парса чыс турĕç. Чи хаклӑ «Гра-при» çĕнтерÿçĕ «Семь пар нечистых» фильм пулчĕ. Унӑн режиссерĕсем Кирилл Белевичпа Юрий Ильин пулчĕç.

Уяв программине  Чӑваш Республикин чи пултаруллӑ артисчĕсем илем кÿчĕç.

Фестивале уçнӑ кун «Лили» мелодрамӑна пӑхса савӑнӑччĕ эпир. Çак фильмра тĕп роле вылянӑОлимпия Ивлева çĕнтерÿçĕ пулса тӑчĕ. Мана питех те кӑмӑллӑ пулчĕ, уяв вĕçленсен унпа тĕл пулса сӑн ÿкерчĕк ÿкерттерме.  Çак сӑн ÿкерчĕк маншӑн чи пысӑк парнех пулса тӑчĕ.

Çак уява йĕркелекенсене тата пире уява хутшӑнма май туса панӑ ертÿçĕсене, эпир Муркаш районĕн культура ĕçченĕсем. тав сӑмахĕ калатпӑр.

      

         

Просмотров: 250 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar