MENU
Главная » 2019 » Февраль » 2 » Мӑн Сĕнтĕрсем кӑмӑллӑ юлчĕç
12:05
Мӑн Сĕнтĕрсем кӑмӑллӑ юлчĕç

Мӑн Сĕнтĕрсем кӑмӑллӑ юлчĕç

«Сирĕн концерта пӑхсан, ялан кӑмӑл çĕкленет. Питĕ маттур çынсем çÿреççĕ «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнне. Çак концерта ертсе пыракансене, уйрӑм юрӑçсене: Вера Макаровапа Дарья Чермакована, Радимир Семенова, Сергей Николаева, концерта ташӑсемпе илем кÿрекенсене, шÿт ӑстисене питĕ пысӑк тав сӑмахĕ калатпӑр Мӑн Сĕнтĕр тӑрӑхĕнче пурӑнакансем»,-тесе çырнӑ куракансем тав кĕнеки çине, «Шуçӑм» ушкӑн хӑйĕн пысӑк та пуян прорграммипе куракансен савӑнтарнӑ хыççӑн.

«Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ Мӑн Сĕнтĕре февралĕн 1-мĕшĕнче килессине пĕлсен, культура Çуртне таврари халӑх самаях пуçтарӑнчĕ. Концерт пуçламӑшĕнчен мĕн вĕçне çитичченех залра ларакансем артистсене тӑвӑллӑн алӑ çупса хавхалантарчĕç. Кашни тухакан номерех ӑшшӑн йышӑнчĕç вĕсем. Концерт программи тĕрлĕ енлĕ те анлӑ пулчĕ. Ку куракансен кӑмӑлне çĕклемеллипех çĕклерĕ. Вырӑсла та чӑвашла сюитӑсем, тĕрлĕ халӑх ташшисем, шÿтсем, урӑммӑн, икшерĕн, ушкӑнпа юрлакансем хавхалантарса тӑчĕç куракансене. Икĕ сехете яхӑн тӑсӑлнӑ концерт питех те хӑвӑрт вĕçленчĕ. Юлашкинчен куракансем «Маттурсем!» тесе чылай вӑхӑт хушши тӑвӑллӑн алӑ çупрĕç артистсене.

«Янаш» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕн ертÿçи, Родион Петров, куракансен ячĕпе «Шуçӑм» артисчĕсене чĕререн тухакан ӑшӑ сӑмахсемпе тав турĕ, малашне те пысӑк çитĕнÿсем туса пыма ӑнӑçу сунчĕ.

Артистсем те куракансем те кӑмӑллӑ юлчĕç çак савӑнӑçлӑ тĕлпулу хыççӑн.

Просмотров: 276 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar