MENU
Главная » 2019 » Май » 10 » Пирĕн çĕнтерÿçĕсем
17:55
Пирĕн çĕнтерÿçĕсем

Пирĕн çĕнтерÿçĕсем

 

Апрель уйӑхĕнче, районта Аслӑ Çĕнтерÿ кунне халалласа ирттернĕ «Я ПОМНЮ! Я ГОРЖУСЬ» VII фестивалĕн пĕтĕмлетĕвне, майӑн 9-мĕшĕнче «Сывлӑх» спорт шкулĕ умĕнче, Гала -  концертра   çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе кубоксем парса чысларĕç. Çак конкурсӑн çĕнтерÿçисем хӑйсен пултарулӑхĕпе пĕтĕм Муркаш район халӑхĕ умĕнче савӑнтарчĕç. Кӑнтӑрла шкул ачисем, каçхине вара çамрӑксем юрласа, ташласа тата сӑвӑсем вуласа куракансене тĕлĕнтерме пултарчĕç. Шупашкар артисчĕсенчен нимĕнпе те уйӑрӑлса тӑмарĕç пирĕн Муркаш районĕн артисчĕсем. Пĕринчен тепри маттуртарах пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсем хушшинче   Москакасси культура Çурчĕн артисчĕсем те пулчĕç.

Акӑ вĕсем:

-  ташӑ ушкӑнĕ «Морячка» ташӑпа - II степенлĕ дипломант;

-  Радимир Семенов «Экипаж одна семья» юрӑпа – I степенлĕ дипломант

Эпир, культура ĕçченĕсем, хамӑрӑн çĕнтерÿçĕсене чунтан саламлатпӑр! Маттурсем!!!

Просмотров: 257 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar