MENU
Главная » 2019 » Февраль » 10 » Пирĕн патра хӑнара – чӑваш эстрада юрӑçисем
10:52
Пирĕн патра хӑнара – чӑваш эстрада юрӑçисем

Пирĕн патра хӑнара – чӑваш эстрада юрӑçисем

Чӑваш Республикинче хальхи вӑхӑтра тĕрлĕнрен эстрада ушкӑнĕсем ялта пурӑнакансем патне тухса çÿреççĕ. Акӑ, февралĕн 8-мĕшĕнче пирĕн пата Петр Ермолаевпа Андрей Шадриков тата вĕсен юлташĕсем хӑйсен пултарулӑхĕпе савӑнтарма килсе çитрĕç. Кашни тухакан артистах куракансем ӑшшӑн алӑ çупса кĕтсе илчĕç. П.Ермолаев вара хӑйĕн шÿчĕсемпе куракансене хавхалантарсах тӑчĕ. Пурне те ӑш каниччен култарма пултарчĕ шÿт ӑсти.

Юрлакансем хушшинче çĕнĕ артистсене курса та савӑнчĕç залра ларакансем. Чӑвашла та вырӑсла илемлĕ юрӑсемпе савӑнтарчĕç Москакассисене. Концерт вĕçленсен, куракансен ячĕпе, Г.Голубева артистсене тав сӑмахĕсем каласа саламларĕ. Мускавра пурӑнакан чӑвашсене концертпа савӑнтарма инçе çула тухнӑ артистсене телейлĕ çул сунчĕ. Курма килекенсем юрӑçсен дискĕсене, йывӑçран алӑпа ӑсталанӑ япаласене туянса килелле саланчĕç.

Просмотров: 272 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar