MENU
Главная » 2019 » Февраль » 13 » Питĕшкассисем Йÿçкасси культура çуртĕнче!
10:22
Питĕшкассисем Йÿçкасси культура çуртĕнче!

Питĕшкассисем Йÿçкасси культура çуртĕнче!

Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Йÿçкасси культура çуртне халăх чылай пухăнчĕ. Пирĕн пата Элĕк районĕнчи Питĕшкассинчи драмкружок артисчĕсем Г. Терентьев çырнă «Икĕ мулкача  хăваласан…» икĕ пайлă юрăллă камитпе килсе çитрĕç. Сцена çинче вылякансем профессионаллă артистсенчен пертте кая мар, илемлĕх ертÿçи тата спектакле сцена çине кăлараканĕ Георгий Павлов.

Спектакль питĕ интереслĕ, тăршĕпех сцена çинче хуткупăс кĕвви, артистсен илемлĕ юрри татăлмарĕ. Залра ларакансем те вĕсемпе пĕрле кашни юррине тенĕ пекех перле юрласа, алă çупса ларчĕç.

Спектакль вĕçленсен курма килнисем ура çине тăрса алă çупрĕç.  Йÿçкасси культура çурчĕ çуменчи йĕркеленнĕ халăх театрĕн  ятне илнĕ «Сипет» ушкăн ертÿçи Ярухин К.Ф. артистсене курма килнисем ячĕпе тав сăмахĕ тухса каларĕ, артистсене ырлăх-сывлăх, телей, сцена çинче, пурнăçра  çитенÿсем тума  сунчĕ .   

 

      

      

Просмотров: 287 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar