MENU
Главная » 2019 » Май » 23 » Пултаруллисем малтан-мала аталанса пыраççè
08:10
Пултаруллисем малтан-мала аталанса пыраççè

Пултаруллисем малтан-мала аталанса пыраççè

 

Пирèн пултаруллǎх ушкǎн членèсем тèрлè конкурс – фестивальсенче хутшǎнса малти вырǎнсене йышǎнаççè. Ҫулталǎк тǎршèпех иртеççè кун пек тупǎшусем. Валентина Григорьевна пурне те хутшǎнтарма тǎрǎшать конкурсенче. Кам ташǎ фестивальне каять, тепри уйрǎм юрламалли конкурса, виççèмèшè такмаксем калама, тата ансамбльпе юрлама пултаракансем те пур. Ҫак хушǎрах концертсемпе те çÿремелле, районти мероприятисенче те хутшǎнмалла. Питè ансат та курǎмлǎ культура èçченèсен пурнǎçè. Пархатарè вара вèсене куракансем ырǎ сунни, алǎ çупса хавхалантарни, ǎшǎ сǎмахсемпе кǎмǎла çèклени. Нумаях пулмасть районта иртнè мероприятире пирèн ушкǎна çÿрекенсем юрǎсем шǎрантарнǎ. Унта курса ларакансене питè кǎмǎла кайнǎ пирèн артистсем юрлани. Кун çинчен каярахпа урамра тèл пулсан темиçе хутчен те пèлтернè куракансем. Ҫитес вǎхǎтра вара вèсен тепèр конкурса çитсе килмелле пулать, ǎнǎçу сунатпǎр артистсене.

Просмотров: 247 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar